Леонид Сергеев ăсчах вилнĕ

30 Кăрлач, 2021

Чăваш Енри паллă чĕлхеçĕ, чăваш диалектологине тĕпченĕ Леонид Сергеев ĕнер, кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă.

Леонид Сергеев — филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, РФ тата ЧР ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн аслă професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ăсчахпа тунтикун, нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче, 11 сехет те 30 минутра çак адреспа сывпуллашĕç: Шупашкар, Мускав проспекчĕ, 9В çурт, хула моргĕ. Леонид Сергеева Шупашкар хулин Явăшри масарĕнче пытарма палăртнă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас