Лагерьсем ачасене йышăнма хатĕр

5 Çĕртме, 2020

Часах ачасем çуллахи лагерьсенче канма тытăнĕç. Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев "Лесная сказка" санаторипе «Солнышко», «Березка» лагерьсене çитсе килчĕ.

Кăçал Роспотребнадзор тата РФ Çутĕç министерстви ачасене çуллахи лагерьсене утă (июль) уйӑхӗн 1-мĕшĕнчен йышăнма пуçламашкăн сĕннĕ. Республикăри çуллахи кану центрӗсем ачасене йышăнма хатĕрленеççĕ. «Солнышко» лагерь директорĕ Сергей Курмышев палăртнă тăрăх, çывăрмалли корпуссенче, акт залĕнче, столовăйра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Вожатăйсен йышĕ ÿснĕ, вĕсем Шупашкарти çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕнче ятарласа вĕреннĕ. «Березка» лагерьте те шăпăрлансем валли кирлӗ услови пур. Ака (апрель) уйăхĕнчен пуçласа обсерватор пулнă «Лесная сказка» санатори те канакансене йышăнма хатĕр. Палăртнă тăрăх, пĕрремĕш сменăра 300 çын сывлăхне çирĕплетĕ.

Олег Николаев лагерьпе санаторисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн кăмăллă юлнине пытармарĕ. «Вĕсем ачасене çĕртмен 1-мĕшĕнчех йышăнма хатĕрленни куçкĕрет», — палăртрĕ Олег Алексеевич.

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас