Куславкка районӗнче палӑк лартассипе хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Куславкка районĕнче пулчĕ. Вăл Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă комплекс строительствипе паллашрĕ.
Ăна тума республика бюджетĕнче 145 млн тенкĕ уйăрнă. Объектра хĕрÿ ĕç пырать. Строительсен пирвайхи тĕллевĕ - палăка лартасси. Унта 38 тимĕр стела, 21 гранит стела пулмалла. Вĕсене илсе килме пуçланă та ĕнтĕ. Ĕçе юпан 28-мĕшĕччен вĕçлеме шантараççĕ. Подрядчик представителĕ Геннадий Шелудяков каланă тăрăх, хальхи вăхăтра палăкăн никĕсне хатĕрлеççĕ. Объектра çавăн пекех икĕ çурт тăваççĕ, Сÿнми çулăмăн лапамне хатĕрлеççĕ. Ăна газпа тивĕçтернĕ те. Пĕтĕм ĕçе раштав уйӑхĕнче вĕçлемелле. Тепĕр çул унта музей тума пуçласшăн, 2024 çулччен кафе, хăна çурчĕ çĕклеме палăртнă.
www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас