Куславкка районĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ палăк уçăлчĕ

1 Утă, 2022

Паян Куславкка районĕнче Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене халалланă астăвăм комплексне уçрĕç.

Астăвăм палăкне уçма РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Федераци канашĕн председателĕн çумĕ Николай Журавлев, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов тата ыттисем хутшăнчĕç. Игорь Комаров РФ Президенчĕн Владимир Путин саламне вуласа пачĕ. Вăл вăрçă тапхăрне, çĕнтерĕве çывхартнă çынсен ятне ялан асра тытмаллине палăртрĕ. Николай Журавлев уяв календарьне утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тыл ĕçченĕсен кунне кĕртмеллине каларĕ, астăвăм комплексне тăвакансене тав турĕ. Олег Николаев хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалласа нумай ĕç тунине каларĕ. "Ку комплекс тĕрлĕ ăру çыннисене çыхăнтаракан паллă. Тылра тăрăшнисен паттăрлăхне асра тытма пулăшĕ", – терĕ вăл. Рустам Минниханов хÿтĕлев чиккисем тунă çĕрте тĕрлĕ наци çыннисем вăй хурса ĕçленине, чăвашпа тутар та çума çумăн тăрса хушнă ĕçе пурнăçланине палăртрĕ.

Людмила ПРОНЮХИНА, экскурси йĕркелекен: "Ку комплекс туристсемшĕн те кăсăклă пулĕ. Тĕп çул çинче вырнаçнă объекта турмаршрута кĕртĕпĕр. Шупашкара килекен хăнасене вăрçăпа çыхăннă паллă вырăнсене илсе каятпăр. Вĕсем пирĕн тăрăхри палăксемпе интересленсех паллашаççĕ. Манăн анне те окоп чавнă, çавăнпа ку палăка туса лартнăшăн эпĕ те савăнтăм".

Александр ПРОХОРОВ, Куславкка районĕнчи Куснар çынни: "Икĕ çул каялла астăвăм комплексĕ валли çĕр уйăрса пама ыйтсан эпĕ тÿрех килĕшрĕм. Манăн анне те Хусан чиккине тума хутшăннă. Тертлĕ те асаплă пулнине каласа кăтартатчĕ. Палăк çумĕпе иртнĕ май ялан аннене аса илетĕп. Чунра ырă туйăм вăратрĕ. Комплекс пирĕн тăрăха илем кÿрет. Ăна курма ачасемпе мăнуксем те савăнсах килчĕç".

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментари хушас