Курав чуна тыткăнлать
Шупашкара «Çĕнтерӳ пуйăсĕ» килсе çитнĕ. Кустăрмаллă музейри экспонатсем вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçпа паллаштараççĕ. Проект координаторĕ Александра Никулина каланă тăрăх, пуйăс чылай хула витĕр тухнă, вун-вун çын музейре пулса курнă. «Уйрăмах шкул ачисемшĕн кăсăклă.
Курав пурин чунне те тыткăнлать», — терĕ вăл. Çын кĕлеткисене Питĕрти художниксем ăсталанă, аудиооборудованипе телекурав презентацийĕсене «Хĕрлĕ тăваткал» телекомпани хатĕрленĕ. Куракансене экскурсоводсăр пуçне, аудиогид ертсе пырать. Вĕсем пĕр вăхăтрах экспозицисене кураççĕ тата вăрçă саманчĕсем çинчен каласа кăтартакан историне итлеççĕ.
Çĕнтерӳ пуйăсĕпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та паллашрĕ. «Чуна пырса тивекен курав. Скульптурăсенче çав вăхăтри çынсене сăнланă, вĕсен пăшăрханăвĕпе шухăш-кăмăлне те пĕлме пулать. Шăрши те çав тапхăра аса илтерет. Çĕнĕ технологисемпе усă курса хатĕрленĕ. Курав çитĕнекен ăрăва вăрçă чăнлăхне курма пулăшать», — терĕ регион ертӳçи.
www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас