Культурӑран пуҫласа сĕт ыйтӑвĕ таранчченех

30 Пуш, 2022

Паян РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Алла Салаева Элĕк тӑрӑхĕнче ĕҫлĕ ҫӳревре пулчĕ. Малтанах граждансене харпӑр ыйтӑвĕсемпе йышӑнчĕ.

Ыйту паракан йышлӑ пулчĕ. Элĕксене темĕн те пӑшӑрхантарать: культурӑран пуҫласа сĕт ыйтӑвĕ таранчченех. Ытларах  малашлӑхпа, культурӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пулчĕҫ. Калӑпӑр, этнографи музейне пуянлатасси, ачасен искусство шкулĕнче юсав ĕҫĕсем тӑвасси тата ытти те. Элĕкри 240 вырӑнлӑ "Ҫӑлкуҫ" садике те ҫитсе курчĕ Алла Леонидовна. Ҫĕнĕ ача сачĕ кĕҫех уҫӑлмалла. Капмар та хӑтлӑ вӑл. Кунта бассейн та пур. Стенисене Чӑваш патшалӑх педуниверситетӗнчи ӳнер факультетĕнче вĕренекен студенсем сӑрласа илемлетнĕ. Ачасене авӑн уйӑхĕн 1-мĕшĕнчен йышӑнма тытӑнĕҫ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.

www.hypar.ru Роза Власовăн сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Комментари хушас