Ку специалистене производствăра кĕтеççĕ

1 Авăн, 2025

Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче «Профессионалитет» проектпа киолĕшÿллĕн строительство енĕпе вĕрнтÿпе производство центрĕ уçăлчĕ. Проекта пурнăçлама вĕрентÿ учрежденийĕ 100 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. 20-шер миллион тенкĕ регион бюджечĕпе предприяти-партнерсем уйăрнă. Техникумра туса ирттернĕ ĕçсемпе Пĕлÿ кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ.

— Ку пирĕншĕн питĕ сумлă пулăм. Çакнашкал темиçе «Профессионалитет» ĕçлет ĕнтĕ, хăшĕ-пĕри — икĕ-виçĕ çул та. Вĕсене йĕркеленине кура ачасем техникумсемпе колледжсене хаваспа вĕренме кĕни куçкĕрет. Студентсем пахалăхлă пĕлÿсĕр пуçне вĕреннĕ вăхăтрах лайăх шалу илме пултараççĕ.. Кунта вĕренекен ачасем профессионалсем пулни пире те, студентсене те, вĕрентекенсене те пысăк шанăç парать, — терĕ Олег Алексеевич.

«Профессионалитет» проектпа килĕшÿллĕн колледжсемпе техникумсен никĕсĕ çинче предприяти-партнерсем укçа хывса вĕрентÿ кластерĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсем студента çĕнĕ йышши хатĕрсемпе ĕçлеме вĕрентнипе уйрăлса тăраççĕ. Строительство техникумĕ проекта пурнăçлама хулари 11 предприятие явăçтарнă. Вĕрентÿпе производство центрне хута ямашкăн пÿлĕмсене юсанă, кирлĕ оборудовани туяннă, брендпа килĕшÿллĕн проект ыйтнине тивĕçтернĕ. Предприятисем проекта хутшăнса хăйсем валли çамрăк, пысăк шанăç паракан, тăрăшуллă специалистсене хатĕрлеççĕ.

— Грант çĕнсе илсен питĕ савăнтăмăр. Çак укçапа 14 специальноçпе вĕренмешкĕн çĕнĕ оборудовани туянтăмăр. Пÿлĕмсене геодези тĕпчевĕсем ирттермелли, çĕр виçмелли хатĕрсемпе, компьютерсемпе пуянлатрăмăр. Кăçалтан пуçласа мĕн пур студент çак техникăпа ĕçлеме пултарать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче «Профессионалитет» проектпа пирĕн техникумран, çавăн пекех педколледжран, Улатăрти техникумран 600 ача пĕлÿ илĕ, — пĕлтерчĕ директор çумĕ Марина Тюрина.

Çак программăпа вĕренекенсем 3,5-4 çул вырăнне 2,5 çул ăс пухаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — студентсем предприятисенче практикăра пулса паха опыт пухни. Предприятисем валли экономикăн чăн секторĕн требованийĕсене тивĕçтерекен хатĕр специалистсем килĕç.

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

www.hypar.ru

Комментари хушас