Крымра чăваш поэзийĕн 1-мĕш томне кăларнă
«Золотой салют колосьев» кĕнеке Исмаил Гаспринский ячĕпе хисепленекен Медиацентрта тухнă. Çурла уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче Крымра «Кĕнеке вăл - вилĕмсĕрлĕх» Пĕтĕм тĕнчери литература фестивалĕ 1-мĕш хут иртĕ. «Золотой салют колосьев» кĕнекен презентацине шăпах форум программине кĕртнĕ.
Кăларăма Раççей писательсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Крым Республикин Чăваш наципе культура автономийĕн обществипе (ертÿçи - Вячеслав Ильин) пĕрле хатĕрленĕ. Кĕнекене кĕртмелли сăвăсене Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Гордеева пухнă. Кăларăмра пĕтĕмпе 50 яхăн авторăн сăвви вырăн тупнă.

Комментари хушас