Кремль полкне каякан призывниксене саламларĕç
1992 çултанпа чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕршывра Пĕтĕм Раççейри призывник кунне паллă тăваççĕ. Çак кун çулсерен Канаш хулинчи çар комиссариачĕн сбор пунктĕнче Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăма хатĕрленекен çамрăксен ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртет.
Кăçал Кремль полкне служба тивĕçĕсене пурнăçлама каякан призывниксене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламларĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕрленнĕ каччăсене яваплă çак тивĕçе пурнăçлама ыр сунчĕ. Çавăн пекех Иван Борисович кăçал Президент полкĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçласа таврăннă яшсене тав турĕ, сехет парнелерĕ.
Мероприятие çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă ветерансем, хĕрÿ ытти вырăнта Раççее хÿтĕленĕ ентешсем, иртнĕ çулсенче çĕршыв умĕнчи тивĕçе ăнăçлă пурнăçласа тăван тăрăха таврăннисем, влаç органĕсен представителĕсем, патриотизм пĕрлешĕвĕсен членĕсем хутшăнчĕç.
Александр МОКРУШИН, Чăваш Республикин çар комиссарĕ:
— Кăçалхипе 15 хут хамăрăн каччăсене чи сумлă подразделение ăсататпăр. Ку яшсене çулталăкра икĕ хутчен — кунтан çап-çамрăксене ăсатнă тата тĕрекленсе, чăн-чăн арçын пулса таврăннă чухне — куратпăр. Вĕсем — Раççей çарĕн сăн-сăпачĕ, пирĕн халăхăн пуласлăхĕ. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерсен пирĕн пурнăç та лайăх пулĕ.
Сăмах май: Кĕрхи призыв вăхăтĕнче, Тĕп çар округĕн штабĕ çирĕплетнĕ нарядпа килĕшÿллĕн, Чăваш Енрен 1294 çынна салтака ăсатмалла. Çуркунне 1344 çамрăк çар ретне тăнă.
Комментари хушас