Конституцие йышăннă кун пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ

30 Чÿк, 2020

«Чăваш Республикин Конституцийĕ 20 çулта: пĕтĕмлетÿсем тата малашлăхри аталанăвĕ» ятпа паян ЧР Патшалăх Канашĕ ăслăлăх-практика конференцийĕ ирттерчĕ.  

Çак пулăм тĕлне парламент 1-2-мĕш суйлавсенчи депутатсем республикăн тĕп саккунне йышăнас енĕпе мĕнле ĕçленине кăтартакан сăн ÿкерчĕксемпе архив материалĕсен куравне йĕркеленĕ. Мероприятие уçнă май Альбина Егорова спикер Чăваш Республикин Конституцине шăпах 20 çул каялла, 2000 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче, ЧР иккĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетсĕр çирĕм виççĕмĕш сессийĕнче, йышăннине пĕлтерчĕ. Вăл 20 çулта ЧР Конституцине 13 хутчен улшăнусем кĕртнине палăртрĕ. Спикер кăçалхи утă уйăхĕнче çĕршывра пурăнакансем РФ Конституцине улшăнусем кĕртессишĕн сасăланине, çавна май Чăваш Республикин тĕп саккунĕ тĕлĕшпе малашне ĕçлесси парламентăн çывăх вăхăтри тĕллевĕ пулса тăнине пĕлтерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев зала пухăннисене тата мероприятие онлайн мелпе пăхакансене Чăваш Республикин Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнĕ ятпа саламларĕ. «Çак кун пирĕн республикăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун чухне Чăваш Республикин Конституцийĕн текстне йышăннă, вăл паянхи кун та вăйра. Ку документ хальхи обществăна аталантармалли право никĕсĕ пулса тăнă», — терĕ вăл асăннă документ хăйĕн тухăçлăхне çирĕплетнине палăртнă май. Регион шайĕнчи саккунсене йышăнас умĕн тата вĕсене кĕртме сĕнекен улшăнусене сÿтсе явма кăмăлĕ пур кашни çынна явăçтармалли, халăхăн сĕнĕвĕсене шута илмелли пирки каларĕ. Нумайăшне Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа медальпе чысларĕ.

Ăслăлăх-практика конференцине хутшăнакансене саламлă çырусем те янă. Вĕсене Альбина Егорова вуларĕ. РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков тĕп саккун, парламент ĕçĕ-хĕлĕ тата халăх пурнăçĕ — йăлтах пĕр-пĕринпе çыхăннине палăртрĕ. Конференцире Николай Малов, Леонид Черкесов депутатсем те сăмах каларĕç. 

Конференцире кăсăклă докладсем пулчĕç. Акă Шупашкарти коопераци институчĕн кафедра заведующийĕ Михаил Демидов ЧР Конституцийĕн хальхи Чăваш Енĕн аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕ. ЧР тĕп саккунне хатĕрлессипе унăн аталанăвĕн эволюци процесĕ пирки ЧР Общество палатин председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Патшалăх Канашĕн эксперт канашĕн членĕ Анатолий Ухтияров каласа кăтартрĕ. Ытти докладра та çĕнни, пĕлмелли нумай пулчĕ. Вĕсене пурне те ăслăлăх-практика конференцийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кăларакан сборнике кĕртĕç. 

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас