Кировран – вунă медальпе

17 Кăрлач, 2022

Чăваш самбо шкулĕн вĕренекенĕсем Киров облаçне çĕршыври 16 регионран пуçтарăннă 200-е яхăн спортсмен хушшинче палăрнă.

Пĕтĕм Раççейри А.А.Собакинских ячĕпе йĕркеленĕ турнирта 12-14 çулсенчи спортсменсем икĕ кун тупăшнă. Тĕрлĕ виçере Артем Федяров «ылтăна» тивĕçнĕ, Максим Максимовăн, Антон Михайловăн, Алексей Андреевăн — «кĕмĕл». Виççĕмĕш вырăнта — Лука Матвеев, Антон Ермолаев, Максим Иванов, Сергей Иванов, Михаил Золоторевич тата Кирилл Степанов.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас