"Кӗмӗл сасӑ - 2022" фестиваль ҫӗнӗ юрӑҫсемпе паллаштарчӗ

17 Ака, 2022

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Кĕмĕл сасă-2022" фестиваль-конкурс иртрĕ. Ăна кăçалхипе 23-мĕш хут йĕркеленĕ, Чăваш чĕлхи кунне тата Паллă ентешсен çулталăкне халалланă. Унăн тĕллевĕ - çамрăк юрăçсене тупса палăртасси, йăла-йĕркене культурăна упрасси. Сумлă мероприятие ытти регионран та килнĕ: Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Чĕмпĕр, Пенза, Оренбург облаçĕсенчен тата Питĕртен.

Çак кунах гала-концерт та иртрĕ. Унта çĕнтерÿçĕсене чыçларĕç. Пĕрремĕш степеньлĕ диплома Елена Порфирьева (Красноармейски районĕ), иккĕмĕшне Марина Кириллова (Питĕр хули), виççĕмĕшне Полина Серебрякова тивĕçрĕç.
Тата та уçă саслисем пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç: Григорий Смирнов (Елчĕк районĕ), Лев Плотников (Йĕпреç районĕ). Виççĕмĕш вырăна виçĕ çын тивĕçрĕ: Мария Ямщикова (Чĕмпĕр хули), Диана Молярова(Шупашкар хули), Ангелина Антонова (Канаш районĕ).
Чи пысăк парнене - гран-прие Пушкăртстан хĕрĕ Кристина Суслова илчĕ. Ăна "ылтăн микрофон" парнелерĕç. Унсăр пуçнĕ ЧР Композиторĕсен ассоциацийĕ хăй тĕллĕн концерт ирттерме ирĕк паракан сертификатпа чысларĕ. Сăмах май, Кристина Çтерлĕри "Сарпи" ушкăнра юрлать.

Шухăш
Иван ТАРАСОВ, Ĕпхÿри П. Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн директорĕ:
- Паянхи фестиваль яланхи пекех çĕнĕ ятсем уçрĕ. Çакă - чи кирли. Çамрăксене хавхалантарни, çунат хушни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Пушкăртстан хĕрĕ гран-прие тивĕçни пире савăнтарать. Виçĕ хĕр "Сарпи" ансамбльтен хутшăнчĕ. Хальиччен кун пек парнене тивĕçменччĕ-ха эпир. Çавăнпа та питĕ хĕпĕртерĕмĕр.

Валентина ПЕТРОВА. Автор сӑн ӳкерчӗкӗ

www.hypar.ru 

Комментари хушас