Кăшарнире асăрханулăх мерисене манмалла мар

15 Кăрлач, 2021

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çынсем чирлесен малтан килте сипленме тытăнаççĕ. «Чир палли палăрсанах тухтăр патне каймалла е киле чĕнсе илмелле, тӳрех сипленме пуçламалла, тест тутармалла», — терĕ Олег Алексеевич.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, стационарта 2064 çын сипленет, вĕсенчен 46-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. 9000 ытла пациента эмелпе тивĕçтернĕ. Кăçал 34 çын реабилитаци тухнă, хальхи вăхăтра 82 çын сиплев курсĕ илет, 330 çын черетре тăрать», — терĕ Владимир Геннадьевич. Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна 600 ытла çынна тунă, 4042 доза илсе килнĕ. Прививка тутарас текенсен патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ, электронлă регистратура урлă, 122 телефон номерĕпе çырăнмалла, çавăн пекех тухтăр та черете тăратма пултарть.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вера Головач каланă тăрăх, çĕнĕ çулхи каникул вăхăтĕнче коронавируспа чирлекенсен шучĕ 14 процент чакнă, анчах юлашки кунсенче каллех ӳсме тытăннă. «Шупашкар хулисĕр пуçне, Çĕмĕрле, Шăмăршă, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче чирлекен нумайланнă. 50-60 çулсенчисен хушшинче инфекциллисем йышланнă тăк ачасем сахалрах чирлеççĕ — 42 процент чакнă», — терĕ Вера Михайловна.

Ларура Кăшарни вăхăтĕнче шыва кĕрес ĕçе йĕркелесси пирки те калаçрĕç. Вера Головач асăрханулăх мерисем çинчен аса илтерчĕ: маска тăхăнмалла, дистанцие пăхăнмаллине, шыва кĕрекенсене чей е шыв ĕçтерессине йĕркелемелле. ГКЧС председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, республикăра шыва кĕмелли 50 вырăн хатĕрлĕç. «Унта малтанлăха палăртнă тăрăх, 12 пин ытла çын хутшăнĕ, ытти çулсенче 25 пине яхăн çын шыва кĕнĕ. Хăрушсăрлăх мерисене тытса пыма МЧС, полици, медицина ĕçченĕсене явăçтарăпăр. Шыва кĕрекенсем валли ăшăнмалли пунктсем хатĕрлеççĕ», — терĕ Вениамин Иванович.

Ларура çавăн пекех аслă шкулта вĕренекенсем нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, каникул хыççăн, куçăмлă майпа вĕренме пуçлассине палăртрĕç.

www.hypar.ru Vpravda.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас