Кăрлач кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ

8 Нарăс, 2021

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура республикăн кăрлач уйăхĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тата бюджета мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакларĕç.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов чылай цифра асăнчĕ. Вĕсен хыçĕнче — регионăн çулталăк пуçламăшĕнчи уйăхри ĕçĕ-хĕлĕ. Шел те, пăшăрхантараканни çук мар. Промышленноç производстви кăшт чакнă: иртнĕ çулхи кăрлачрипе танлаштарсан 96,8% шайĕнче. Чăн та, промышленноç предприятийĕсем çак уйăхра тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ пысăкланнă: 16 миллиард тенкĕлĕх.

Строительство та каялла утăм тунă — 98,3%. Ку темех мар теме пулать, анчах пурăнмалли çурт-йĕр строительстви нумай чакни сисчĕвлентерет: 31,3% шайĕнче кăна. 17 пин ытларах тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.

Ял хуçалăхĕ пĕлтĕрхи пекех ÿсĕмлĕ ĕçлет. Иртнĕ çулхи шайрах мар, анчах пурпĕр — ÿсĕм, 100,5%. Сĕт суса, çăмарта туса илесси палăрмаллах хушăннă. Отрасле каялла туртаканни — аш-какай, кайăк-кĕшĕк ашĕн калăпăшĕ пĕчĕкленнĕ. Помидор, хăяр пĕлтĕрхинчен нумай ытларах çитĕнтернĕ. Апат-çимĕç пирки сăмах пуçарнă май Дмитрий Иванович хаксем çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Услам çу, тĕтĕмленĕ кăлпасси, хăйма, çăнăх хакĕсем хăпарнă, помидор, панулми уйрăмах нумай хакланнă. Телее, хаксемшĕн чакасси те кăтартуллă. Асăннă тапхăрта çăмарта, пĕçернĕ кăлпасси, сахăр, сĕт, макарон йÿнелнĕ. Сахăрпа тип çу пирки министр уйрăммăн каларĕ: влаç йышăннă мерăсем вĕсене йÿнетме май панă.

Ĕç укçи пысăкланнă — 102,3%, кăрлачра унăн вăтам виçи республикăра 31 пин тенке çитнĕ. Шел те, инфляци те тĕлĕрмест: пĕр уйăхра унăн виçи 1% танлашнă.

Пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илни савăнтарать — 49,5 пин субъекта шута илнĕ. Çак шута халь хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем те кĕреççĕ: вĕсем паян республикăра 10,6 пине яхăнах. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре вăй хуракансен йышĕ вара 150 пин çынпа танлашать.

Ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ çивĕч чухнехи лару-тăрура ку пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçсĕррисем тенĕрен, пĕлтĕр вĕсен шучĕ тăруках ÿссе кайнăччĕ, çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан çурла уйăхĕнче çичĕ хут пысăкланса 29,6 пин çынна çитнĕччĕ. Халь çивĕчлĕх сирĕлсе пыни палăрать: нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр 13574 çынна шута илнĕ.

Республика бюджетне мĕнле пурнăçланипе финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Метелева паллаштарчĕ. Тупăш 6,5 миллиард тенкĕпе танлашнă — иртнĕ çулхи кăрлачринчен 10,4% сахалрах. Кăтарту пĕчĕкленнин сăлтавĕсенчен пĕрне Ольга Владимировна республика бизнеса налуксем енĕпе çĕнĕ чылай çăмăллăхпа тивĕçтернинче курать. Ун шучĕпе, çав çăмăллăхсем бизнес аталанăвне тĕревленĕ май кăрлачри çухатăва каярахпа туллин саплаштарма тивĕç. Сăмах май, пирвайхи уйăх бюджет тупăшĕ тĕлĕшпе пире кăна мар, ытти нумай региона та савăнтарман-мĕн. Тĕп финансист тивĕçĕсене пурнăçлакан пĕлтернĕ тăрăх, федерацин Атăлçи округĕнче бюджета хывакан тупăш тĕлĕшпе кăрлача виçĕ субъект кăна ÿсĕмлĕ вĕçленĕ, ытти вун пĕр регион, çав шутра Чăваш Ен, пĕлтĕрхи шая çитеймен.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев кăрлач уйăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ пирки каларĕ. Кану кунĕсем, хăшĕсем Çĕнĕ çула кĕнĕ май тÿрех кал-кал ĕçлесе каяйманни… Çавăнпа та кăрлач кăтартăвĕсем тăрăх анлă пĕтĕмлетÿсем туни вырăнсăр тесшĕн пулчĕ-тĕр. Анчах ку алă усмаллине пĕлтермест, малалли уйăхсенче çанă тавăрса ĕçлемелли, кăрлачра чакнине ытлашшипех саплаштармалли пирки асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас