Кандидатсене регистрацилес ĕç вĕçленчĕ

30 Утă, 2020

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнас текен кандидатсене регистрацилес ĕçе паян вĕçлерĕ. Списокра — 5 кандидат.

Паян Тĕп суйлав комиссийĕнче /ТСК/ Олег Николаева кандидат удостоверенине пачĕç. Вăл регистраци процедури урлă чи кайран тухнă: ЧР Пуçлăхне суйланма кандидата хăй тĕллĕн тăнăран ĕç ушкăнĕн ăна ырласа муниципалитетсен депутачĕсем çеç мар, суйлавçăсем алă пуснисене те тĕрĕсленĕ — йĕрки çапла. Паллах, ытти документа та тĕрĕсленĕ. «Манпа пĕрле тупăшăва тухакансем — пурте тивĕçлĕ çынсем. Кĕрешÿ кăткăс пулĕ. Кандидатсем хатĕрленни куç кĕрет. Эпĕ те хатĕрленнĕ. Республика аталанăвĕн программине хатĕрлерĕмĕр. Вăл — ахаль документ çеç мар, пайăр ĕçсен планĕ. Ытти кандидат та çынсен пурнăçне мĕнле лайăхлатма май пурри пирки хăйсен шухăшĕпе паллаштарасса шанатăп», — терĕ Олег Николаев.

Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков паянах Раççей либерал-демократсен партийĕн представительне Константин Степанова кандидат удостоверенине пачĕ. Вăл тата политика партийĕсен тепĕр икĕ представителĕ — Александр Андреев /РФ Коммунистсен партийĕ/, Николай Степанов /«Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхшĕн тăракан партийĕ»/ — утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче регистраци витĕр тухнă. Сергей Матвеев /«Раççей патриочĕсем»/ вара — вĕсенчен пĕр кун маларах. Виççĕшĕ те кандидат удостоверенине регистраци тухнă кунах илнĕ. ТСКн ĕç ушкăнĕ политика партийĕсен представителĕсен докуменчĕсене тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсем тупман. Вĕсем пурте муниципалитет «фильтрĕ» витĕр йĕркеллех тухнине палăртнă.

Константин Степанов каланă тăрăх — вăл Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи тĕрлĕ шайри 30 яхăн суйлав кампанине хутшăннă. ЧР Пуçлăхĕн суйлавне вара — пĕрремĕш хут. «Эпĕ хула пухăвĕн депутачĕ, участокри суйлав комиссийĕн членĕ пулнă, çавăнпа пĕтĕм процеса пĕлетĕп. Политика партийĕн суйлавсене хутшăнмаллах, çавăнпа эпир пĕтĕм шанăçпа усă куратпăр», — пĕлтерчĕ вăл.

«Суйлав кампанийĕ кăсăклă, пуян тата конкурентлă пуласса шанатăп. Унăн вăхăтĕнче кашни кандидат хăйĕн суйлав умĕнхи программине халăх патне çитерме пултартăр. Суйлавçăсен çурла уйăхĕнче кашни кандидатпа тата вĕсен тĕллевĕсемпе тĕплĕн паллашма, авăн уйăхĕнче вара хăйсен суйлавне тума майсем пур. Эпир суйлава май килнĕ таран ытларах çын хутшăнтăр тесе тăрăшатпăр, çак тĕллевпе кирлĕ пĕтĕм мерăна йышăнатпăр, çав шутрах — хăрушсăрлăх мерисене те. Суйлав комиссийĕсем пурте пĕрлехи сасăлав кунне хатĕр. Вăл саккунлă, май килнĕ таран уççăн иртессе шанатăп», — терĕ Александр Цветков.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас