Канаш районĕнче çĕнĕ поликлиника пулĕ

31 Пуш, 2022

Модернизаци программипе килĕшӳллĕн пĕлтĕр республикăра 52 ФАП тата 1 амбулатори уçнă, 6 медучреждение юсанă. Кăçал тепĕр 8 объектăн строительствине вĕçлеме, 6 объекта çĕнетме палăртнă. Çавăн пекех кăçал Канаш районĕнче çĕнĕ поликлиники тума пуçлаççĕ. Больницăсене 44 çĕнĕ автомобильпе тивĕçтернĕ. Канаш хулинче çĕнĕ амбулатори тăваççĕ, унта 6000 пациент медпулăшу илĕ.

Правительство çуртĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2021 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Коллегин анлă ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Тĕп докладпа Владимир Степанов министр паллаштарчĕ.

Патăрьел районĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта модернизаци программипе килĕшӳллĕн районта 5 ФАП тата Шăнкăртамра амбулатори хута янă, 2 амбулаторие юсаса медиксене хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламашкăн, пациентсене сипленмешкĕн лайăх услови туса панă. «Çак ĕçсене тума 100 миллион тенкĕ уйăрчĕç. Çĕнĕ оборудованипе, çĕнĕ автомашинăпа тивĕçтерчĕç. Телемедицина пулăшнипе пирĕн тухтăрсем Шупашкарти, Мускаври специалистсемпе çыхăнса канашлаççĕ. Ялсенчи медучрежденисене те автоматизациленĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ, ял çыннисем те консультаци илееççĕ. Кадр ыйтăвĕ енĕпе те нумай улшăну пулчĕ. Акă пĕлтĕр 4 çамрăк тухтăр килчĕ. Çапла вара 17 амбулаторирен 16-шĕнче тухтăр пур. 4 ординатор «хĕрлĕ зонăра» тăрăшаççĕ. 18 яшпа хĕр ЧПУн медицина факультетĕнче тата Шупашкарти медколледжра тĕллевлĕ майпа вĕренеççĕ, вĕсене хушма стипенди тӳлесе тăратпăр», — каласа кăтартрĕ Николай Антонович.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас