Кадетсем тӳлевсĕр апатланĕç

8 Çĕртме, 2022

Министрсен Кабинечĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ май тăватă саккуна улшăнусем кĕртессине тата Правительствăн маларах кăларнă чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырларĕ.

Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов Чăваш Енпе Тутарстан хушшинчи чикке çирĕплетекен саккун проекчĕ пирки сăмах илчĕ. Хыпăнса ӳкме кирлĕ мар: документ чикке унталла-кунталла куçармасть, республика лаптăкне улăштармасть. Йĕрки çапла — саккунпа çирĕплетмелле.

Бюджет хутшăнăвĕсем çинчен калакан саккуна «тӳрлетесси» федерацин çак ыйтусене йĕркелекен икĕ саккунĕ çĕнелнипе сăлтавланнă. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, тĕп улшăнусем саккунсен уйрăм положенийĕсен, çав шутра бюджет ассигнованийĕсен усă курмасăр юлнă пайĕпе усă курассине пырса тивекен хăш-пĕр положени ĕçне çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен чарса лартассипе çыхăннă. Çак самантсем регион саккунĕнче те улшăнĕç.

Вĕрентӳ çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров паллаштарчĕ. Сăмах хушма программăсемпе, çав шутра çар хатĕрленĕвĕ енĕпе вĕренекен ачасене тӳлевсĕр апатлантарасси, форма тумтирĕпе тивĕçтересси пирки пырать. Пирĕн унашкалли пĕрре кăна — кадет корпусĕ. Паян унта 367 ача вĕренет. Халь сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене тӳлевĕр апатлантараççĕ. Кунне пилĕк хут — 227 тенкĕлĕх. Пурне те апатлантарма çулталăкра 16,5 миллион тенкĕ кирлĕ. 2022 çулта тӳлевсĕр апатлану валли 12,2 миллион тенкĕ уйăрнă, тумтирпе тивĕçтерме — 20,9 миллион.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас