Кăçалхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç

24 Раштав, 2020

Паян граждан оборонин, синкерсене асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар тата шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тытăмăн кăçалхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Ларура 2021 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.

Мероприятие уçнă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев аварипе çăлав службисен сотрудникĕсене умри тĕллевĕсене пахалăхлăн пурнăçланăшăн тав турĕ. Вĕсем çынсен хăрушсăрлăхне ÿстерес тĕллевпе ирттерекен профилактика ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çак тытăмра хальхи цифра сервисĕсемпе усă курсан ĕç пахалăхне татах лайăхлатма май килессине палăртрĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Ерофеев кăçалхи кăтартусем çинче чарăнса тăчĕ. Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра 1597 пушар тухнă, вĕсенче 70 çын вилнĕ, 72-ĕн суранланнă. Вут-çулăм 112 миллион ытла тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ. Сергей Ерофеев пушар сÿнтермелли тата ятарлă ытти техникăна мĕнле пăхса тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнчĕ, уйрăмах хĕллехи вăхăтра. Автомобиль урамрах тăни вырăнлă мар паллах: инкек пулсан ăна ăшăтма, шыв тултарма вăхăт сахал мар кирлĕ. Техника ăшă вырăнта тăрсан чĕннĕ çĕре хăвăртах тухса кайма пулать. Тĕп управлени пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан тĕслĕх вырăнне Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхне илсе кăтартрĕ. Унта «пуçаруллă бюджет» программăпа килĕшÿллĕн пушар машини валли ăшă бокс тунă. Докладçă Чăваш Енре ирĕклĕ пушар хуралĕ мĕнле аталаннипе те паллаштарчĕ.

ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Николай Иванов шыв-шур çинчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. «Хăрушсăр хула» аппаратпа программа комплексĕ тата 112 тытăм мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Мероприятире ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх наградисем парса чысларĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас