Ижевскра "Халăх туслăхĕ - кĕнекере" уяв иртет

19 Ака, 2023

Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки Ижевскра «Халăх туслăхĕ — кĕнекере» ача-пăча наци литературин кунне йĕркелет.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Библиотека — культурăсен хутшăнăвĕн уçă лапамĕ» ятпа «çавра сĕтел» йĕркелеме палăртнă.

Удмуртири пĕчĕк вулакансем валли пултарулăх лапамĕсем ĕçлĕç. «Шăплăх поэзийĕ» литература тĕлпулăвĕнче Чăваш халăх сăвăçи Раиса Сарпи тухса калаçĕ.

Чăваш Енре пичетленекен ача-пăча кĕнекисем валли ÿкерекен Наталья Васильева ăсталăх класĕ ирттерĕ. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова çĕнĕ кăларăмсемпе паллаштарĕ.

Мероприятие Иван Яковлев патриарх çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас