«iВолга 2021» каллех чĕнет

19 Ака, 2021

Атăлçи федераци округĕн «iВолга 2021» çамрăксен форумне заявкăсем йышăнмалли тапхăр пуçланнă.

Кăçал ку мероприяти утă уйăхĕн 23-31-мĕшĕсенче Самар облаçĕнчи Мастрюково кӳлли çывăхĕнче иртĕ. Унта хутшăнма Раççей Федерацийĕнче пурăнакан 18-35 çулсенчи çамрăксене йыхравлаççĕ. Пĕтĕмпе 2 пин çынна йышăнма палăртнă. Форумпа килĕшӳллĕн 2 грант конкурсĕ иртĕ.

Хутшăнас текенсене çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен регистрацилеççĕ. Çакăн валли ivolgaforum.ru сайта кĕрсе заявка хăвармалла е myrosmol.ru сайтра регистрациленмелле.

www.hypar.ru Myrosmol.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас