IT-специалистсене ытларах вĕрентсе кăларĕç

1 Нарăс, 2021

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче IT-специалистсене бюджет шучĕпе ытларах вĕрентсе кăларĕç. Раççей Президенчĕ экономикăн 10 тĕп отрасльне цифровизацилеме хушнă.

Çĕнĕлле ĕçлес тесен специалистсем кирлĕ. Çавна май çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче аслă шкулсенче IT-специалистсем валли 80 пин вырăн таран бюджет вырăнĕ пăхса хăварĕç. Ку вăл çулталăк каяллахинчен 25 процент нумайрах. 2024 çул валли ку кăтартăва 2,5 хут ÿстерме палăртаççĕ. Çакăн пирки Раççей вице-премьерĕ Дмитрий Чернышенко цифра трансформацийĕн регионсенчи ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура каланă.

Информаци технологийĕсем енĕпе ĕçлекенсене бакалавр шайĕнче хатĕрлессин шучĕ çĕршывăн мĕн пур регионĕнче ÿсмелле. Аслă шкулсен заявкăсене нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕччен хатĕрлесе çитермелле. Пысăк профессионалсене вĕрентсе кăларас тесен преподавательсен шайне те ÿстермеллине палăртнă çĕршывăн вице-премьерĕ.

Чăваш Енĕн цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина специалистсене хатĕрлеме ачаран пуçламалла тесе шухăшлать. Аслă шкулсенче хысна шучĕпе вĕрентни вара цифра пуласлăхне çул уçĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. info.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас