Хÿтĕлевçĕсене пулăшать

20 Ака, 2023

Улатăр округĕнчи 84 çулти Зоя Богданова ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка тетелĕ явать.

Хĕрарăм пушă вăхăтпа тĕллевлĕ усă курма палăртнă. Ăна социаллă ĕçченсем хатĕрĕн пайĕсене сыпăнтарма пулăшаççĕ. Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан ватă çыннăн ашшĕ Александр Клементьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмне тÿснĕ, анчах Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе иличчен икĕ уйăх маларах пуç хунă. Зоя Александровна вăрçă синкерне асра тытса çĕршыв хÿтĕлевçисене киле чĕрĕ-сывă таврăнма сунать.

www.hypar.ru

Комментари хушас