Хÿтĕлев чиккисене тунисене халалласа

17 Нарăс, 2021

«Чикĕсене тунă çынсене халалласа…» — шăпах çак ятпа Чăваш патшалăх академи симфони капелли театрализациленĕ концерт хатĕрленĕ. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă.

Мероприяти паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та пырса курчĕ. «Эпир Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалласа нумай мероприяти ирттеретпĕр. Ку ĕçе тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем хутшăнаççĕ. Сумлă çак ĕçе кашниех хăйĕн тӳпине хывать. Çапла пĕрлехи вăйпа эпир çав вăхăтри пулăмсемпе аса илӳсен энциклопедине йĕркелетпĕр. Эпир çав тапхăрти паллă мар фактсене тишкерни пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Олег Николаев ятарлă çулталăка халалланă мероприятисене ирттерме хутшăнакансене тав тунă май.

Театрализациленĕ концерт программинче В.Моцарт, П.Чайковский, М.Мусоргский, Д.Шостакович, К.Прокофьев, К.Молчанов, А.Новиков, В.Воробьев, Ф.Васильев произведенийĕсем пулчĕç. Симфони капелли çак программăпа районсене те çитсе килме палăртнă.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас