Хытă хут пухар-и?

6 Раштав, 2021

Раштав уйăхĕн 5-20-мĕшĕсенче Чăваш Енре хытă хут пуçтарассипе #БумБатл Пĕтĕм Раççей акцийĕ иртет.

Мероприятие вĕттинчен пуçласа ватти таранах хутшăнаять. Кайран çĕршыври чи хастар вăтам тата аслă шкулсене, компанисене пĕтĕмлетĕç. Социаллă сетьсенче хăйне евĕрлĕ пост лартакансем тĕп парнене тивĕçĕç - «çăлтăрпа» калаçса курĕç. Акцие хутшăнни çинчен çирĕплетекен сертификата илме çав темăпа пост çырмалла, «çăлтăр» аккаунтне палăртмалла тата #бумбатл, #нацпроектэкология хештэгсем лартмалла.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас