Хуракассинче асăну комплексĕ тăвасшăн

12 Ака, 2021

Паян Шуршăлта Космонавтика кунне паллă турĕç. Уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Вăл космонавтсен хушшинче чăваш пулнипе мухтаннине, Андриян Николаева ялан асра тытмаллине палăртрĕ. "Космос çĕнĕлĕхсем уçма, наукăна аталантарма пулăшнă. Паянхи кун космоссăр май çук", - терĕ вăл.

Кайран регион ертÿçи Хуракасси шкулне çул тытрĕ. Унта 60 çул каялла пулнă инкеке асра тытса астăвăм комплексне тума палăртнă. Проектпа Владимир Нагорнов скульптор ĕçлет. Ăна чÿк уйăхĕччен туса пĕтермелле. Сĕнтĕрвăрринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул та кивелсе çитнĕ, шкул çурчĕ юхăнса кайнипе ачасем икĕ сменăпа вĕренеççĕ. Олег Алексеевич çĕнĕ шкулăн проекчĕпе паллашрĕ, ун валли бюджетра укçа уйăрассипе е урăх программăна кĕртессипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма шантарчĕ.

Район библиотекинче çул-йĕре тата туризма аталантарасипе канашлу иртрĕ.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас