Хула юр нумай пуласса кĕтмен

21 Нарăс, 2022

Вырăнсенчи влаçсен яваплăхĕ, паллах, анлă. Çав шутра — хуласене юртан тасатса тăрас тĕлĕшпе те. Ку ыйтăва тунтикунхи канашлăвăн кун йĕркине кĕртни ăнсăртран мар — Шупашкарта, сăмахран, чылай çĕрте юр ашма тивнине кура çынсем кăмăлсăр. Çавăнпах, Олег Николааев çивĕчлĕх тĕп хулара кăна мар, ытти çĕрте те пулнине палăртрĕ пулин те, ĕçе мĕнле йĕркелени çинчен Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар ертӳçисене итлерĕç.

Тĕп хула сити-менеджерĕ Денис Спирин палăртнă тăрăх, урам-картишре техника та, çынсем те йышлăн ĕçлеççĕ. Чăрмавсăр мар. Сăмахран, çынсем автомобилĕсене ăçта килнĕ унта лартса хăвараççĕ — юр тасатакан техника иртеймест. Çавăнпа ПАИпе пĕрле унашкал техникăна эвакуацилес енĕпе мерăсем йышăнаççĕ. Нарăс пуçланнăранпа кăна 185 автомобиле эвакуациленĕ.

Тепĕр енчен, хулара уйрăм çынсен транспорчĕ те нумайланать. 2014 çулта 105 пине яхăн пулнă, паян вара 139 пине яхăн единица — 32% нумайланнă, хулара пурăнакан кашни виçĕ çын пуçне пĕр автомобиль тивет. Çакă та, паллах, юр тасатас тĕлĕшпе хушма чăрмав пулса тăрать.

Çийĕнчен — кăçал юр нумай çуни. Черетлĕ хĕле хатĕрленнĕ май юр хулăнăшĕн юлашки пилĕк çулти статистикине тĕпе хунă, çанталăк вара, ав, унчченхи вăтам кăтартусене пăхăнмарĕ — çакă та юра вăхăтра турттарса тухайманнине сăлтавлать. Тĕрĕссипе, юр çакăн пек нумай пуласса кĕтмен. Денис Спирин малашне «саппаспа» хатĕрленме шантарчĕ.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсен тасалăхĕшĕн управляющи компанисем яваплине аса илтерчĕ — вĕсенчен çирĕпрех ыйтмалла. Ку çуртсен тăррине тасатассине те пырса тивет. Кану кунĕсенче кăна республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче юр, пăр ӳкнипе çынсем суранланнă темиçе тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Çав шутра ачасем те инкеке лекнĕ. Çанталăк ăшă тăнă май хăрушлăх пысăк — пурăнмалли çуртсене пăхса тăракан управляющи компанисен, ытти çурт хуçисен тимлĕ пулмалла. Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ те айккинче ан тăтăр: ĕç-пуçа сăнаса тăмалла, тĕрĕслевсем йĕркелени вырăнлă, кирлĕ тĕк хăлăхсăррисене витĕм кӳме прокуратурăна та явăçтармалла.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас