Хивре калаçу пулĕ

10 Нарăс, 2021

Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, репрессиленĕ граждансене паракан тÿлеве индексацилессине те хăвăрт татса пачĕç: тÿлев 1,0291 хут пысăкланать. Çапла вара индексаци хыççăн тыл ĕçенĕсене уйăхсерен паракан укçа 1175 тенкĕпе танлашĕ, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем 1238 тенкĕ илĕç, реабилитациленисем — 2965, политика реперссийĕсене пула шар курнă тесе йышăннисем — 2640 тенкĕ.

Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене палăртас тĕлĕшпе çĕнĕлĕх пур. Алена Елизарова ун пирки тĕплĕн каларĕ. Унччен минимума кварталсерен палăртнă, малашне вара федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн вăл çулталăклăх пулĕ. Куçăм тапхăрĕнче — авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен. Ăна 9804 тенкĕ шайĕнче çирĕплетрĕç. Анчах иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталшăн унчченхи йĕркепех усă курмалла — ăна та асăннă виçе шайĕнче палăртрĕç.

Правительство республикăн патшалăх органĕсен ĕçне тивĕçтерекен службине туса хурассине ырларĕ. Чиновниксем йышăнакан çуртсене пăхса тăрасси, автобаза, ытти — пĕтĕмпех çак автономи учрежденийĕн яваплăхĕ пулĕ.

Патшалăхăн экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли программине улшăнусем кĕртесси те тавлаштармарĕ. Тÿрлетÿсем тĕрлĕ ĕç валли федераци укçипе усă курассине пырса тивеççĕ. Çав шутра — Канашри каяшсен вырăнне рекультивацилессине 2021 çула куçарасси. Çакăн валли Мускав 67 миллион тенке яхăн уйăрать.

Олег Николаев федераци бюджетĕнчен укçа килни лайăххине палăртнипе пĕрлех экологи ыйтăвĕсене тишкермешкĕн кăрлачрах ятарлă канашлу йĕркелес тенине аса илтерчĕ. Пăхса тухмалли ыйту нумай — хивре калаçу пуласса кĕтмелле. Калăпăр, тасатакан сооруженисем тăвасси: «Канаш районĕнчи Шăхасанти пек ан пултăр: питĕ хăватлă сооружени туса хунă — унашкалли кирлĕ пулман. Халь тăкакĕсем — йăтайми…»

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Косулин асăннă канашлу çинчен манман: халь министерство пĕтĕм ыйтупа тĕплĕ анализ туни çинчен каларĕ — ăна хаттĕрлесе çитерсенех канашлу йĕркелесшĕн.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас