Хими производствин кăтартăвĕсем пысăк
Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн, бюджета пурнăçланин кăтартăвĕсем, «Раççей шывĕ», «Çитĕннисем — ачасене» акцисене йĕркелесси — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕнер ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пăхса тухнă тĕп ыйтусем пулчĕç.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов регионăн пĕрремĕш кварталти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ ÿсĕмлĕ пулнине палăртрĕ. Çак тапхăрта уйрăмах çурт-йĕр хута ярассин, ĕç укçин кăтартăвĕсем Раççейри вăтам шайран пысăкрах пулнă.
Республикăра промышленноç производствин индексĕ 114,1 процентпа /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 101 процент/ танлашнă. Ку кăтартупа Чăваш Ен Раççейре — улттăмĕш, Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Строительство енĕпе регионта 17,1 миллиард тенкĕлĕх, е пĕлтĕрхин 142,2 проценчĕ чухлĕ, ĕç пурнăçланă. Атăлçи округĕнче ку индикаторпа Чăваш Ен — иккĕмĕш вырăнта. Çурт-йĕр хута ярас тĕлĕшпе Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисен, Çĕрпÿ, Пăрачкав, Елчĕк, Çĕмĕрле, Шупашкар, Комсомольски округĕсен кăтартăвĕсем лайăх. «Кăçалхи тăватă уйăхра 347 пин тăваткал метр çурт хута ямалла. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 23 процент нумайрах», — терĕ Дмитрий Краснов.
Тирпейлекен производствăн индексĕ 116 процентпа танлашнă. Çавăн пекех электротехникăн, машиностроенин, хими производствин кăтартăвĕсем пысăк. Промышленноç предприятийĕсем тăватă уйăхра 120 миллиард тенкĕлĕх /пĕлтĕрхинчен 27 процент нумайрах/ тавар ăсатнă. Республикăн тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ 214 миллион долларпа танлашнă. Çакă, вице-премьер палăртнă тăрăх, импорт 28 процента яхăн ÿснипе çыхăннă. Регионăн тулаш экономика политикин тĕп çул-йĕрĕ — Раççейпе туслă çĕршывсемпе йĕркелекен суту-илÿ. «Хальхи вăхăтра Чăваш Ен экспорчĕн тытăмĕнче 70 процент СНГ çĕршывĕсем шутланаççĕ», — терĕ Дмитрий Краснов.
Кăçалхи тăватă уйăхра республикăра вăтам шалу 19,4 процент ÿснĕ, 44,4 пин тенке çитнĕ. Ĕçсĕррисен шучĕ те чакнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан — 93 процент. Хальхи вăхăтра 4326 çын ĕçсĕр шутланать. Çав вăхăтрах предприяти-организаци 13 пин ытла çынна ĕçе йышăнма хатĕр. Пĕрремĕш кварталта çавăн пекех Чăваш Ене килнĕ туристсен шучĕ те ÿснĕ: пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2,2 хут. Кунсăр пуçне республика тĕп капитала 18 миллиард тенкĕ хывнă. Çак кăтартăва машиностроенипе çурт-йĕр тата сооруженисен отрасльне пĕлтĕрхинчен 27 процента яхăн ытларах инвестици явăçтарнипе ÿстерме май килнĕ. «Палăртнă ĕçсене тĕллевлĕн тата лайăх пурнăçлатпăр, ырă улшăнусем куç умĕнчех. Çак çултан пăрăнас марччĕ, мероприятисене тата ăнăçлăрах ĕçе кĕртесчĕ», — терĕ республика ертÿçи Олег Николаев вице-премьер докладне пĕтĕмлетнĕ май.
Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин бюджечĕн кăçалхи тăватă уйăхри кăтартăвĕсем те, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, палăрмаллах ÿсĕмлĕ. Кăрлач-ака уйăхĕсенче консолидаци бюджечĕн тупăш пайĕ 38 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Тăкаксен пайĕ — 30 миллиард ытларах тенкĕ шайĕнче. Республика бюджечĕн тупăшĕ çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 35 миллиард тенкĕ урлă каçнă. Налук тата налук мар тупăш 17,5 миллиард тенкĕпе /137,5 процент/ танлашнă. Çавăн пекех организацисен тупăшĕн, пурлăхĕн налукĕсен, акцизсен кăтартăвĕсем те ÿснĕ. Республика бюджечĕн тăкакĕсем 27 миллиард тенке çитнĕ. Адреслă инвестици программине пурнăçласси 7,7 процент ÿснĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3,1 миллиард тенкĕ тăкакланă. Федераци бюджетĕнчен тавăрса памалла мар илнĕ субсидисен виçи 17 миллиард тенкĕпе танлашнă: пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1,6 хут нумайрах.
Михаил Ноздряков социаллă пурнăçпа культура тытăмне, наци экономикине аталантарма тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ытларах укçа-тенкĕ уйăрнине палăртрĕ. «Шупашкар хулинчи «Университет» микрорайонта тата Канаш округĕнчи Янкăлчра шкул тăваççĕ, «Çĕнĕ хула» микрорайонти хупă каток строительстви, «Атăл» стадион реконструкцийĕ, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски округĕсенчи водовод строительстви, ăшă сечĕсен модернизацийĕ пурнăçланать, Куславкка округĕнчи Илепар ялĕнчи культура çурчĕ, Çĕрпÿри культура центрĕ хута кайĕ, Улатăрти ачапăча ÿнер шкулĕ çĕнелĕ», — каласа кăтартрĕ Михаил Ноздряков. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курни контрактаци тытăмне ăнăçлă йĕркеленипе çыхăннă. Республика саккасçисен контрактаци кăтартăвĕсем çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 49,1 процентпа танлашнă. Федераци укçи-тенки тĕлĕшпе — контрактаци шайĕ 80 процентран иртнĕ.
Михаил Ноздряков уйăракан укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курнине сăнаса тăмалли çинчен аса илтерчĕ. Перекетлеме май килнĕ укçапа патшалăх программисемпе килĕшÿллĕн ытти мероприяти валли усă курма сĕнчĕ. Олег Николаев пĕрремĕш вице-премьер сĕнĕвĕпе килĕшсе министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисене ку ĕç-хĕле кĕске вăхăтра пурнăçлама хушрĕ.
Çу уйăхĕн 20-мĕшĕ — Атăл кунĕ. Çак куна Чăваш Енре, çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов пĕлтернĕ тăрăх, Пĕтĕм Раççейри «Раççей шывĕ» акци йĕркелесе паллă тăвĕç. Унăн йĕркипе килĕшÿллĕн çавăн пекех «Симĕс марафон — Раççей шывĕ» çемье фестивалĕ иртĕ. Ăна анлăн йĕркелеме икĕ лапам — Шупашкарти Мускав çыранне тата Атăлăн сулахай енчи пляжне — палăртнă. «Раççей шывĕ» акци «Экологи» наци проекчĕн «Хăйне евĕрлĕ шыв объекчĕсене упрасси» программипе килĕшÿллĕн вуннăмĕш хут иртет. Унăн тĕллевĕ — юхан шывсемпе пĕвесен çыранĕсене çÿп-çапран тасатасси. Ку таранччен акцие çĕршыври 85 регионти 1,5 миллион ытла волонтер хутшăннă.
Чăваш Енре юлашки икĕ çулта 13,5 пин çын субботникре вăй хунă. Пĕлтĕр, сăмахран, республикăра 332 çухрăма яхăн çырана тасатнă, 700 кубла метр ытла çÿп-çап пухнă. Ку кăтартусемпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче 4-мĕш вырăн йышăннă. Кăçал та, министр палăртнă тăрăх, ĕç-хĕл иртнĕ çулхинчен начар пулас çук. Субботниксене кашни муниципалитетрах йĕркелеççĕ. Тĕрĕссипе, юхан шыв çыранĕсене тасатас ĕç ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчех пуçланнă. Акци юпа уйăхĕн 1-мĕшĕчченех тăсăлĕ.
Эмир Бедертдинов палăртнă тăрăх, çакăн евĕрлĕ мероприятисем çут çанталăка упрама, тавралăха тасалăхра тытма пулăшаççĕ. «Ăçта вараламаççĕ — унта таса, — терĕ республика ертÿçи. — Çак чăнлăха тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшмалла. Çавăн пекех тасалăха тытса тăма май паракан условисем — çÿп-çап контейнерĕсем лартса, тавралăха варалама юраманни çинчен асăрхаттаракан хăмасем вырнаçтарса — тумалла. Волонтерсене тав тумалла. Тăван тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшакансене пулăшса пымалла».
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Çитĕннисем — ачасене» акци старт илĕ. «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх акцийĕн программипе килĕшÿллĕн йĕркелекен мероприяти, ЧР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин пĕлтернĕ тăрăх, раштавăн 31-мĕшĕччен тăсăлĕ. Унта республикăри 26 муниципалитетри 20 пин ытла çын — депутатсем, çамрăксен пĕрлĕхĕсен, предприяти-организаци, общество-политика пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, волонтер отрячĕсен членĕсем, ыттисем — хутшăнасса кĕтеççĕ. Акци вăхăтĕнче пухăннă укçа-тенкĕпе ачалăх ыйтăвĕсене татса пама усă курĕç.
Алексей Лукшин шкул ачисен çуллахи çул çÿревĕсен программипе килĕшÿллĕн «Манăн çул çÿревсен кĕнеки» дневник хатĕрлеме палăртнине пĕлтерчĕ. Вăл вĕренекенсене республикăри хăш объекта çитсе курнине палăртса пымалли хăйне евĕрлĕ документ пулĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ шкул ачисене 2023 çулта кайса курма сĕннĕ вырăнсене унăн никĕсне хунă. Списокра — Чăваш Енри хĕрĕхе яхăн об±ект, çак шутра промышленноç, ял хуçалăх, сывлăх сыхлавĕн предприятийĕсем, вĕрентÿ, культура учрежденийĕсем. Проекта пурнăçа кĕртнине пĕтĕмлетсе чи хастар çул çÿревçе палăртассине те пĕлтерчĕ Алексей Лукшин. Чи хастаррисемпе Чăваш Енри паллă çынсем тĕл пулĕç.
Комментари хушас