Хăнара – Юхма Мишши

4 Çу, 2022

Чăваш халăхĕ ăçтан пуçланса кайнă-ши? Хăш йăхран эпир? Кун пирки чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши сехечĕ-сехечĕпе калаçма пултарать. Тăван халăха чунпа парăннăскер вăл.

«Хыпар» Издательство çуртĕнче тухса тăракан хаçатсене питĕ кăмăллать Михаил Николаевич. Акă паян та вăл пирĕн пата ятарласа хăнана килчĕ. Тĕп редакторпа Татьяна Вашуркинăпа сăмахланă май хаçат ĕçĕнчи лару-тăрупа кăсăкланчĕ, хăй енчен сĕнÿ-канаш та пачĕ. Чăваш кун-çулне тĕпчесе нумай кĕнеке кăларнă çыравçă «Хыпар» хаçата кăсăклă материалсемпе пуянлатса  халăх патне çитернĕшĕн  мухтарĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас