Хальхинче журналистсен — хăйсен ыйтăвĕсем

26 Нарăс, 2021

Паян Шупашкарта «Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ» регионти общество организацийĕн XX съезчĕ пулчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн пысăк залĕнче ĕçлерĕ. Унта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан журналистсен пуçламăш организацийĕсенчен суйласа янă делегатсем хутшăнчĕç.

Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн правленийĕн 2015-2020 çулсенчи ĕç-хĕлĕ çинчен ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров отчет турĕ, ревизи комиссийĕн отчетлă доклачĕпе пичет ветеранĕ Анатолий Ермолаев паллаштарчĕ.

Съезд правленин отчетлă тапхăрĕнчи ĕçĕ çырлахтарнине палăртрĕ, правление тата пуçламăш организацисене федерацин наци проекчĕсене, республикăн социаллă пурнăçпа экономикин стратегине, «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăна еплерех пурнăçланине, Сăр тата Хусан хÿтĕлев тăрăхĕсене тума хутшăннисене асăнса республикăра ирттерекен мероприятисене туллин çутатма сĕнчĕ. Чăваш Енре пурăнакансене пĕтĕм Раççей Çыравне, республикăн Патшалăх Канашĕн тата Раççейĕн Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕсене хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Çавăн пекех правленирен тата пуçламăш организацисенчен журналистсен професси ăсталăхне ÿстерессине, инновацин тухăçлă формисемпе меслечĕсене ĕçе кĕртессине, цифра технологийĕпе анлăн усă курассине пысăк тимлĕх уйăрма, журналистика умĕнчи тĕллевсене пурнăçлассишĕн массăллă информаци хатĕрĕсен коллективĕсене чăмăртанма, пултаруллăрах ĕçлеччĕр тесе вĕсене витĕм кÿме ыйтрĕ.

Правленипе пуçламăш организацисен çамрăк кадрсене массăллă информаци хатĕрĕсенче çирĕплетессишĕн, аслă çулсенчи журналистсем хăйсенчен çамрăкраххисене вĕрентчĕр, коллектив ĕç йĕркине çирĕп пăхăнтăр тесе тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçламалла, пысăк тухăçпа тăрăшакан тата пултарулăх ĕçĕнче хастарлăх кăтартакан журналистсене ăшă сăмах каласа, укçан хавхалантармалли майпа анлăн усă курмалла, Раççей Журналистсен союзне пултаруллă сотрудниксене илсе, унта взнос вăхăтра хывса пуçламăш организацисене тĕреклетмелле.

Съезд массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансен ырă ятне çĕклес тĕллевпе ЧР Пуçлăхĕнчен «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ журналисчĕ» хисеплĕ ята çирĕплетме, журналистсем хатĕрлес ĕçе лайăхлатассишĕн Раççей Наука тата аслă шкул министерствине, ЧР Министрсен Кабинетне тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне журналистика специальноçĕпе çуллен бюджет вырăнĕ — 18, çав шутра массăллă информаци хатĕрĕсен чăваш аудиторийĕшĕн ĕçлекен редакцийĕсем валли 8 тума ыйтса çыру çырма йышăнчĕ.

Правленипе пуçламăш организацисене ЧР Журналистсен союзĕ 2023 çулта 100 çул тултарнине пуян мероприятисем йĕркелесе палăртма, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансенчен журналистикăна парăнса, Раççей Федерацийĕн «Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен» саккунне, журналистăн професси этикине, унăн çынлăхпа тĕрĕслĕх, объективлăх, ыркăмăллăх принципĕсене пăхăнса, этем чысĕпе тивĕçне хисеплесе ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ЧПУ журналистика кафедрин заведующийĕ Анатолий Данилов, «Газета «Советская Чувашия» акционер обществин генеральнăй директорĕ Владимир Васильев, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, ЮТВ телекăларăм ертÿçи Юрий Гурьянов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕ Алексей Леонтьев, «Халăх шкулĕ» журнал редакторĕ Олег Кульев доклада сÿтсе явма хутшăнчĕç.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен пĕр ушкăнне наградăсем парса хавхалантарчĕç. «Хыпар» Издательство çуртĕнче тăрăшакан журналистсем те — вĕсен хушшинче. «Хыпарта» нумай çул вăй хуракан Геннадий Максимов тата Юрий Михайлов Раççей Журналистсен союзĕн «За заслуги перед профессиональным сообществом» хисеплĕ знака, фото ăсти Сергей Журавлев «100 лет Союзу журналистов России» медале, Ирина Иванова Раççей Журналистсен союзĕн, Василий Кузьмин, Ольга Калитова тата Любовь Петрова ЧР Журналистсен союзĕн Хисеп хутне, Маргарита Ильина Чăваш наци конгресĕн, Ольга Калитовăпа Лариса Петрова тата Надежда Кедрова ЧР Патшалăх Канашĕн Тав хутне тивĕçрĕç.

Съезд ЧР Журналистсен союзне тата 5 çул ертсе пыма Валерий Комиссарова, правленипе ревизи комиссине суйларĕ.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта

Комментари хушас