Халăх дружинникĕсем тупăшăва хутшăнаççĕ

26 Чÿк, 2020

Манăн полици мана хӳтĕлет теççĕ халăхра. Право хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ку тивĕçе дружинниксем те чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсем вăйлă, çирĕп, хастар, пултаруллă…

Шалти ĕçсен министерстви маттур çак йышран чи лайăххисене палăртас тĕллевпе çулсерен конкурс ирттерет. Кăçал та халăх дружинникĕсем, районти тупăшусенче мала тухнисем, Шупашкара пухăнчĕç. Вĕсен вăй-халне, ăс-хакăлне кăтартма тĕрлĕ задани пурнăçлама тивĕ. Тупăшу хĕрӳ пуçланчĕ. «Чи лайăххи» ята кам тивĕçĕ-ши? Кăшт каярах паллă пулĕ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.

Комментари хушас