Грантсем пачĕç

18 Ака, 2022

Шупашкарта Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн черетлĕ офисĕ уçăлчĕ.

Савăнăçлă лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Банк агропромышленноç комплексĕшĕн, хушма хуçалăхсемшĕн курăмлă тĕрев пулнине палăртрĕ вăл. Финанс учрежденийĕ пулăшнипе инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ, ака-сухана хатĕрленеççĕ. Иртнĕ çул финанс учрежденийĕ пулăшнипе «Фермер шкулĕ» проект хута кайнă. Унтан вĕренсе тухнисем бизнеса çул хываççĕ.

Банк филиалĕнчен республикăри 134 пин клиента тивĕçтерсе тăрать.

Паллă кун «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнă Алексей Афанасьева, Александр Васильева, Марат Земдиханова грантсем пачĕç.

www.hypar.ru Лариса Никитина сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас