Грант пулăшнипе Çĕнĕ Атикасси паркĕ çĕнелĕ

20 Ака, 2026

Вăрман — çĕр ӳпки теççĕ. Пирĕн çĕр сывлатăр, яланах сывă пултăр тесен, паллах, хамăрăн та тăрăшмалла: йывăç лартмалла, тавралăха çӳп-çапран тасатмалла. Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем те çак шухăшпа килĕшеççĕ ĕнтĕ. Ахальтен мар вĕсем ялти юхăнчăк парка йĕркене кĕртмешкĕн тĕллев тытнă, çавăнпах ятарлă проект çырса конкурса сĕннĕ.

«Пĕтĕмпех чăрсăр шухăшран тата хамăрăн вăя шаннинчен пуçланчĕ, — терĕ Çĕнĕ Атикасси шкулĕн биологи вĕрентекенĕ Валентина Ядранская. — Пирĕн тăхăр вĕренекен Тимченко фончĕн «Çĕнĕ шыравçăсем» Пĕтĕм Раççейри конкурссен проектне хутшăнчĕç, юхăннă парка чĕртсе вăйлатмашкăн 100 пин тенкĕ çĕнсе илчĕç. Çакă вăл конкурсра çĕнтерни çеç мар — пирĕн çамрăксем тăван ен пулăслăхĕшĕн хăйсене яваплă туйса ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме пултарни те».

Хатĕрленӳ тапхăрĕ хыçа юлнă ĕнтĕ. Халĕ ачасем пысăк хавхаланупа ĕçе пуçăннă. Пĕрремĕш субботник ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ. Унта пуçтарăннисем пулас парк территорине тăрăшсах тасатнă. «Эпир çак ĕçе хамăршăн, хамăрăн ялшăн тăватпăр», — теççĕ вĕсем. Пĕрле ĕçлесен ывăнни те сисĕнмест, кашнин сăн-питĕнче йăл кулă çеç палăрать. Субботнике хутшăннă 65 ача — чăн-чăн çамрăк экологсем! Çавăн пекех сывлăх енчен чăрмав тӳсекен тата йывăр лару-тăрăва лекнĕ пилĕк ача та айккинче юлман — вĕсен те тĕнчене ырă енне улăштарас килет. Нумай ачаллă çемьесем те хастарлăхпа палăрнă, ыттисене тĕслĕх кăтартнă. Унсăр пуçне пĕрлехи ĕçе ял çыннисем, шкул ĕçченĕсемпе волонтерсем хутшăннă. Вĕсем ӳкнĕ йывăçсене пуçтарса тирпейленĕ, çӳп-çапа илсе тухнă, хăтлăх кӳмели лапама хатĕрленĕ.

Умра — çĕнĕ тапхăр: йывăç лартмалла, пĕчĕк архитектура кӳлеписем вырнаçтармалла, кану зони йĕркелемелле.

www.hypar.ru Çĕнĕ Атикасси шкулĕн сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас