Фильмсен фестивальне ирттересшĕн

22 Пуш, 2021

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăка ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттерчĕ.

ЧР культура министрĕ Светлана Каликова ятарлă çулталăка халалланă мероприятисен планне мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ: Чăваш Енре кĕнекесем кăлараççĕ, куравсем йĕркелеççĕ, спектакльсемпе концерт программисем хатĕрлеççĕ, паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ… Министр çак çулталăкпа çыхăнтарнă проектсене кунсерен ытларах та ытларах çын хутшăннине палăртрĕ. «Муниципалитетсен вăй илсех пыракан хастарлăхĕ савăнтарать. Мероприятисем тĕрлĕ енлĕ: çынсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче тунă ĕç паттăрлăхне кăтартакан фильмсем, мультипликаци фильмĕсем, интерактивлă проектсем. Çак пуçарусене малалла аталантарни пĕлтерĕшлĕ. Çавна май пирĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсем ӳкерекен кĕске метражлă фильмсен фестивальне ирттерме сĕнетĕп», — терĕ Олег Николаев. Сăмах май, кĕске метражлă видеосене Чăваш наци телекуравĕн эфирĕнче те трансляцилеме планлаççĕ.

Ларура Куславкка районĕнче «Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене» палăка тăвас ыйтăва та сӳтсе яврĕç. Çавăн пекех Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисен строительствине халалланă пĕрлехи информаци ресурсĕн ĕçне тишкерчĕç. ЧР цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина сурскийрубеж.рф сайтпа çынсем кăсăклансах паллашнине пĕлтерчĕ. Кăçал çеç унта 7,5 пин çын «кĕрсе» пăхнă. Министр каланă тăрăх, Чăваш Енре пурăнакансем «Паттăрсем» уйрăма ытларах килĕштереççĕ. Унта хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисем пирки калакан историсене, вĕсен аса илĕвĕсене тĕпе хурса çырнăскерсене, вырнаçтараççĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта... 
 

Рубрика: 

Комментари хушас