«Эсир Чăваш Ене хăтлăрах тата илемлĕрех тăватăр»

10 Çурла, 2023

Кĕçнерникун строительсене професси уявĕ ячĕпе саламламашкăн Чăваш патшалăх филармонийĕн залне пухнă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, отрасль министрĕ Павел Данилов наградăсене тивĕçнисене пĕрин хыççăн теприне сцена çине чĕнчĕç те — ирĕксĕрех шухăш çуралчĕ: пирĕн стройкăсем хĕрарăм сăнлă иккен — награда илме тухакансем те, авă, шăкăрин хĕрарăм...

Списока, чăн та, арçын уçрĕ — строительство мнистрĕн пĕрремĕш çумне Владимир Максимова Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă. Олег Николаев ăна награда парса саламларĕ, тав турĕ. Сцена çинчи ытти вырăна вара хĕрарăмсем йышăнчĕç тени те йăнăш мар: «Инкост» компани мастерĕ Валентина Гусева, «Шупашкарти промстройпроектăн» тĕп инженерĕ Ольга Михайлова, СУ-28 тĕп бухгалтерĕ Ольга Шикунова, ыттисем...

Паллах, арçын е хĕрарăм — пĕлтерĕшлĕ мар, çак çынсен, вĕсен ĕçтешĕсем республика аталанăвне хывакан тÿпе пысăкки хаклă. Строительство министрĕ Павел Данилов Чăваш Енĕн строительство отраслĕнче 20 пин çын ĕçленине палăртрĕ — чăннипех пысăк вăй. Пĕлтĕр республика пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе пуçлаа 850 пин тăваткал метр шайне хăпарнă, кăçал та çак позицирен чакмалла мар. Çавна май социаллă ушкăнсене хваттерсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленине палăртма кăмăллă. Калăпăр, 7-8 ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çурт-йĕрпе тивĕçтерессине татса панă ĕнтĕ, кăçал 6 ачаллисене хваттер парассине те вĕçлемелле.

Сăмах май, пурăнмалли тăваткал метрсен çын пуçне тивекен шучĕпе республика округра кăна мар, Раççейре те лидерсен шутĕнче. Çын пуçне вăтамран 31 тăваткал метра яхăн тивет. Шупашкарта, чăн та, ку кăтарту пĕчĕкрех — 28 метр, анчах ялсенче çуртсем пысăкрах — халь вăтамран 150 метрлă çуртсем тăваççĕ, ку регионăн пĕтĕмĕшле кăтартăвне те лайăхлатать.

Павел Владимирович çурт-йĕр туянма пая кĕрсе улталаннă çемьесене хваттерсемпе тивĕçтерессине кăçал вĕçлеме шантарчĕ. Ку списокра — 1,7 пин çын. Халь вăхăтра хута яман 8 объектра строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Виççĕшне федераци фончĕн шучĕпе тăваççĕ, пиллĕкĕшне инвесторсем вĕçлеççĕ. Вĕсене строительство валли çĕр лаптăкне аукционсăр параççĕ — пайçăсем валли хваттер тунин тăкакĕсем çапла майпа саплашаççĕ.

Министр çавăн пекех республика арендăна памалли çурт-йĕр тăвас енĕпе ĕçлеме пуçлассине те çирĕплетрĕ. Халь норма никĕсне хатĕрлес ĕç пырать. Кунта та çĕр лаптăкĕсене аукционсăр памалли мел вырăнлă пулать-тĕр. Çак майпа строительсем, паллах, ытахальтен усă курмĕç. Услови пулать: хута яракан тăваткал метрсен 10% кая мар пайне хайхи аренда валли памалла.

Çулсен строительстви пирки те сăмах пулчĕ. Павел Данилов паян М—12 магистраль стройкинче ĕçсем хĕрÿ тапхăрта пулнине палăртрĕ. Чÿк уйăхĕнче çулăн республика урлă иртекен 6-7-мĕш тапхăрĕсене хута ямалла, çулталăк вĕçленнĕ тĕле вара Мускав — Хусан маршрутпа çул çÿрев уçăлмалла. Çакă, паллах, Чăваш Ен магистраль çинчи ытти хулапа çывăхлатнипе пĕрлех пирĕн регион урлă каçакан М-7 автотрасса çине лекекен пысăк тиеве — унти транспорт юхăмне — чакармалла.

Республика Пуçлăхĕ пухăннисене «Чăваш Ене, Раççее хăтлăрах, илемлĕрех тăвакансем» тесе саламларĕ. Вăл строительсен ĕçне пысăка хурса хакланине çирĕплетрĕ: çак отрасле хывакан тăкаксем ытти отрасль аталанăвне те хăват панине кура пушшех пĕлтерĕшлĕ. Министр палăртнă тĕллевсемпе туллин килĕшнине çирĕплетнипе пĕрлех Олег Николаев вăл асăнман самант çинче те чарăнса тăчĕ: Чăваш Енĕн сахал хутлă çурт-йĕр тăвассине вăй памалла. Муниципалитетсенче индивидуаллă çурт-йĕр валли уйăрнă çĕр лаптăкĕ нумай, анчах вĕсенче строительство ĕçĕсем питĕ ерипен пыраççĕ — васкатма пулăшмалла.

Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, парламентри каникул вăхăтĕнче регионта ĕçлекенскер, çак кунсенче Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулнă-мĕн. Çавна май республика çĕршывăн чи илемлĕ суб±екчĕсенчен пĕри пулнине тепĕр хут курса ĕненни çинчен хавхаланса каларĕ. Тата та илемлĕрех пулĕ. Авăн уйăхĕнче Чăваш Ене Дом.РФ корпораци представителĕсем килĕç. Вĕсем Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне хатĕрлесе çитереççĕ — унпа паллаштарĕç. Паллах, плана вырăнта тĕплĕ тишкерсе сÿтсе явĕç. Çав шутра — Патшалăх Канашĕнче те. Ăна çирĕплетнĕ хыççăн вара строителсьем валли ĕç калăпăшĕ пысăк пулĕ: «Хатĕрленĕр — мастер-плана сирĕн тÿрре кăлармалла».

Анатолий Геннадьевич та пушă алăпа килмен иккен — строительсене хăйĕн Тав хучĕсене парса хавхалантарчĕ. «Регионжилстрой», «Тус», «3-мĕш стройтрест», «Отделфинстрой» компанисен ертÿçисене Валерий Борисова, Николай Угаслова, Валерий Семенова, Алексей Мурыгина сцена çине чĕнчĕ. Маларах наградăланисен йышĕнче хĕрарăм нумайрах пулнине Анатолий Геннадьевич та асăрханă иккен — çавăнпа шÿтлерĕ: «Эпĕ йыша шайлаштарас терĕм — çавăнпа арçынсем кăна».

Строитель кунне халалланă савăнăçлă пухăва сцена ăстисем хăйсен юрри-ташшипе илем кÿчĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

 

Рубрика: 

Комментари хушас