Энергетиксен чун ăшши ачасене савăнăç кӳрет

5 Пуш, 2022

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Чăваш энергосбыт компанийĕн /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ сотрудницисем Шупашкарти тăлăх ачасен центрĕн, ЧЭСК шефа илнĕскерĕн, воспитанницисем валли пельмень хатĕрлес енĕпе ăсталăх класĕ йĕркелерĕç.

Хĕрачасене кухньăри хатĕрсемпе ĕçлеме вĕрентрĕç, пельмень хатĕрлемелли рецептпа паллаштарчĕç. Чустапа фарша профессионал поварсем хатĕрлерĕç. Ĕçĕн чи интереслĕ те яваплă пайне вара хĕрачасене хăйсене шанчĕç. ЧЭСК ĕçченĕсем тимлĕ пулса ертсе пынипе ачасем 150 ытла пельмень хатĕрлерĕç.

Манăн икĕ мăнук çитĕнет, пельмень хатĕрлесси ырă йăла пулнине никамран лайăхрах пĕлетĕп — вăл ваттисене те, ачасене те пĕрлештерет. Пирĕн килте пельмень тума кашниех хутшăнать. Пĕрле ĕçленĕ май шӳтлетпĕр, интерслĕ пулăмсене, халăх йăлисене аса илетпĕр. Паян шăпах ырă йăла урлă, ăсталăх класĕ ирттерсе, ачасене хамăрăн ăшша, юратăва парнелес терĕмĕр. Иккĕленместĕп: пысăк сĕтел хушшинче пĕрле пухăнас йăла малашне те упранĕ. Ачасемпе хутшăннинчен хакли нимĕн те çук. Вĕсем пельмень тума хăнăхни питĕ вырăнлă, ку вĕсене пурнăçра кирлĕ пулĕ, — кăмăллăн пĕлтерчĕ ЧЭСКра ĕçлекен Ирина Алексеева.

Мана питĕ килĕшрĕ: чустаран йĕтĕрпе усă курса пашалу тăватпăр та унта фарш хуратпăр — халĕ эпĕ те пельмень тума пĕлетĕп, — кăмăллă пулнине палăртса калаçăва хутшăнчĕ Аня Г.

Унăн кăна мар, хĕрачасенчен кашнин пельменĕсем ăнăçлă пулчĕç. Çак ĕçпе кăсăкланса кайнăскерсем «асамлă пельмень» те турĕç: пĕрин ăшне сюрприз чикрĕç - вăл, паллах, ачасенчен чи телейли валли пулĕ.

Энергетиксемшĕн хăйсем шефа илнĕ центрпа çыхăннă тимлĕх пысăк пĕлтерĕшлĕ — пĕр праçнике те сиктермеççĕ, тепĕр чух ачасем патне хăнана сăлтавсăрах килеççĕ. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăри тăлăх ачасен ытти учрежденине те çитесшĕн, ака уйăхĕнче вара шăпăрлансем Трансэнергопром компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорне Елена Климашевскаяна хăнана кĕтеççĕ — хăйсен центрĕсен территорийĕсенче пĕрле улма-çырла йывăççисем лартасшăн. ЧЭСК ĕçченĕсемпе сывпуллашнă май ачасем çак йыхрава Елена Валентиновнăна пĕлтерме ыйтрĕç.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем.

Комментари хушас