Елчӗксене ҫитекен пулман

7 Кăрлач, 2023

Тутарстанри Пӑва хулинче мини-футболла выляссипе раштав турнирӗ иртнӗ.

Спорт мероприятине Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ Айрат Рифкатова халалланӑ. Мини-футболла выляма 35 ҫултан аслӑраххисем пуҫтарӑннӑ.

Тупӑшӑва Тутарстанӑн 5 команди тата Чӑваш Енӗн 1 команди – "Елчӗк" – хутшӑннӑ. Пирӗн ентешсем чи ӑста футболистсем пулнине кӑтартнӑ, 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вырӑнта – "Хусан", 3-мӗшӗнче – "Пӑва 1" командӑсем.

Василий Соловьев "Чи лайӑх хапхаҫӑ" пулса тӑнӑ.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас