Эльбруса парăнтарнă

ШĔМ, Росгварди тата Чăваш Республикин Прокуратурин ĕçченĕсем 10 кунлăх экспедицире пулнă.
Çак мероприятие ÇÇХПИ-ПАИ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине тата Сăрпа Хусан чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Чăваш Ен экспедицийĕ çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче çула тухнăччĕ, 28-мĕшĕнче вара Раççейĕн чи çӳллĕ вырăнне — Эльбрус тăррине — хăпарса çитнĕ. Çанталăк ăнăçлах пулманни кăштах чăрмавсем кӳнĕ, çавна май кураслăх та чакнă. Анчах альпинистсене ку хăратман. Ту тăрне хăпарса вĕсем хӳтĕлев чиккисене чавакансене халалланă паллă вырнаçтарнă, ÇÇХПИ-ПАИ ячĕпе видеосалам та çыртарнă. Çавăн пекех ШĔМ, Росгварди тата Прокуратура ялавĕсене те вĕлкĕштернĕ.
www.hypar.ru 21.мвд.рф сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас