Ĕçе хăвăртлатĕç

18 Утă, 2022

Чăваш Енре пурăнакансем малашне судран паракан хута хăвăртрах илме пултарĕç.

Республикăри миравай судьясен суд участокĕсене ятарлă программăпа тивĕçтернĕ. Цифра сервисĕ суд корреспонденцине хăвăртрах хатĕрлеме, кирлĕ çĕре çитерме май парать. Çак тĕлĕшрен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ пулăшать. Ун валли гражданин почтăпа ярса паракан документа электрон майпа илме килĕшни кирлĕ. Миравай судьясен аппаратĕнчи специалистсене çак сервиспа ĕçлеме хăнăхтармашкăн хушма вĕрентӳ ирттернĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас