Донбасран килнисем Агрегат заводӗнче ӗҫ тупнӑ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/05/img_20220505_105611_861.jpg)
Донбасран пирӗн тӑрӑха куҫса килнӗ ҫынсем мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхса пыраҫҫӗ, ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ.
"Трактор завочӗсем" концерн йышне кĕрекен Агрегат заводĕнче 2 ҫын ĕç тупнӑ. Пурӗ пӗрле концерна Украинӑран килнӗ 5 ҫынна илнӗ, тата саккӑрӑшӗ ҫак вӑхӑтра вырнаҫма документсем хатӗрлет, медосмотр тухать.
Сергей Филатов Волноваха хулинче 1994 ҫултанпа пурăннӑ, услам ӗҫӗпе тӑрӑшнӑ. Ҫар операцийӗ пуҫлансан арҫын мӑшӑрӗпе тата унӑн амӑшӗпе Шупашкара килме шухăш тытнӑ. Маларах вӗсен хӗрӗ качча тухса пирӗн республикӑна хӑйӗн упӑшкипе килнӗ. Филатовсем Шупашкара хӑйсем тӗллӗн ҫитнӗ, хальлӗхе укҫа пулӑшӑвне те тивĕçеймен. Хваттер тупса тӗпленнӗ. Сергей Филатов чи ҫывӑх предприятие - Агрегат заводне ҫул тытнӑ, тӳрех фрезеровщик пулса вырнаҫнӑ.
www.hypar.ru Регина Вихарева сăн ÿкерчĕкĕсем
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/05/img_20220505_105608_437.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/05/img_20220505_105614_754.jpg)
Комментари хушас