Çухату тӳсекен бизнеса патшалăх пулăшĕ
Коронавирусран сыхланас тĕллевпе ĕçлемелле мар кунсем тунине кура бизнесăн нумай ыйту çуралать, вĕсене тунтикун «Манăн бизнес» центрта экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов журналистсем валли йĕркеленĕ брифингра хуравларĕ.
Чарусем палăртнă май пĕчĕк тата вăтам бизнес, паллах, пысăк çухату тӳсет, çавна май патшалăх енчен тĕрев кӳни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пулăшу мерисене палăртнă, сиен тӳсекеннисен шутне кĕртнĕ предприятисем усă курма пултаракан çăмăллăхсем, налуксемпе, кредитсемпе çыхăннăскерсем, уйрăмах курăмлă.
Дмитрий Иванович вĕсемпе паллаштарнă май чарусене пăхăнман лавккасемшĕн, ытти бизнесшăн яваплăх çирĕппине те палăртрĕ. Тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ, яваплăха туйманнисем тĕлĕшпе штрафсем пулĕç. Вĕсен айăпĕпе çынсем чирлесен вара уголовлă майпа явап тыттарасси те инçе мар.
Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.
Комментари хушас