Çитес çул планĕнчи ФАПсем кăçалах хута кайĕç

28 Çĕртме, 2023

Раççей Президенчĕ сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилессине васкатма хушнă, çавна май республика «Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» патшалăх программин 2024 çулхи мероприятийĕсене вăхăт çитмесĕрех пурнăçлама йышăннă.

Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, сăмах 19 фельдшерпа акушер пункчĕ пирки пырать - вĕсен строительстви, çавăн пекех пĕр ФАП тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн юсавĕ валли кăçалах 115,5 миллион тенкĕ бюджет кредичĕ уйăраççĕ. Çак улшăнусене Правительство ларăвĕнче асăннă программăна кĕртессине ырларĕç. çапла вара 2035 çулчченхи тапхăр валли палăртнă патшалăх программине пурнăçлама уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 540 миллиард тенкĕрен иртĕ.

Министрсен Кабинечĕ çавăн пекех тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтермелли категорисен списокне анлăлатассине ырларĕ. Тивĕçлĕ саккун проектĕнче çак çăмăллăхпа малашне ятарлă çар операцине хутшăнакансем те усă курма пултарассине çирĕплетнĕ. Тата - операцире вилнисен çемйисен членĕсем. Саккуна парламент йышăннă хыççăн граждансен 57 категорийĕн тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курмалли право пулĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов Министрсен Кабинечĕн виççĕмĕш кварталти ĕç планĕпе паллаштарнă май иккĕмĕш кварталти ĕçе те пĕтĕмлетрĕ. Правительство ларăвĕсенче тишкерме палăртнă ыйтусене кяраха куçарнă тĕслĕхсем пулнă та - çак йăлана сивлерĕ. Çав шутра пассажирсене илсе çÿрессине пырса тивекен документ та пур. Олег Николаев асăннă тема халăхшăн питĕ «сисĕмлĕ» пулнине палăртнă май документа йышăнассине «ырана хăварса пынин» сăлтавĕпе кăсăкланчĕ. Транспорт министрĕ Владимир Осипов унăн калăпăшĕ питĕ пысăкки çинчен каларĕ - 4 пин ытла листа-мĕн. Тĕрлĕ тытăмпа çураçу тупма тивнĕ - çавăнпа тăсăлса пынă. Олег Алексеевич ăна тишкерессине текех каяраха куçарма юраманни çинчен асăрхаттарчĕ.

Пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсенчи лифтсене улăштарассипе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса парас ĕçе кÿлĕннине вара вăл «позитивлă информаци» тесе ырларĕ. Кăмăла çĕклекенни строительство министрĕ Павел Данилов пулчĕ, вăл кăçал çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕн программипе 22 çуртри 88 лифта улăштарасси çинчен пĕлтерчĕ. Çакăн валли 197 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. 98 миллионне республика бюджечĕ уйăрать, 69 миллионĕ - муниципалитетсен укçи, ытти, кирлĕ укçан 15%, çав çуртсенче пурăнакансен тÿпи. Шăпах граждансем хăйсем çак ĕçе укçа хывнине Олег Николаев пысăка хурса хакларĕ, çуртсенчи пĕрлехи пурлăхшăн вĕсем те тăкакланни лифтсене çĕнетессипе çыхăннă ансат мар ĕçре курăмлă пулăшу пулĕ.

Павел Данилов çавăн пекех Херсон облаçĕнчен тарса кунта яланлăхах пурăнма килнĕ çынсене пурăнмалли çурт-йĕр сертификачĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва çĕклерĕ. Республикăра пĕтĕмпе 27 сертификат уйăрнă. Çавăн пекех ку документа урăх регионсенче илнисем  Чăваш Ене килнĕ тĕслĕхсем те пур - тата 7 сертификат. Хальлĕхе 23 сертификатшăн укçа тÿлеме ĕлкĕрнĕ. Ларура çавăн пекех республикăн патшалăх наградисем, ачасен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен калакан саккунсене «тÿрлетессине», Правительствăн чылай йышăнăвне пысăк мар улшăнусем кĕртессине ырларĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас