Çил-тăвăл кÿнĕ инкекре çăмăлттайлăх тÿпи те пысăк

31 Утă, 2023

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Атăл тăрăхĕнчи темиçе регионта вăйлă çил-тăвăл алхасрĕ. Çав шутра — Чăваш Енре те. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Çут çанталăк кӳнĕ сиене пĕтерессипе çыхăннă ĕçсене тунтикун ирттернĕ канашлура ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе сӳтсе яврĕ.

6 уйăхри ача вилнĕ

Пĕтĕмĕшле лару-тăрупа ГКЧС ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Степанов паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, çанталăкпа çыхăннă пăтăрмахсем пирки хыпарсем эрнекунах, утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче, килме пуçланă. Вăйлă çил темиçе окуругри электролинисене сиенленĕ май çĕр-çĕр çурт электричествăсăр юлнă. Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче ĕç-пуç пушшех çивĕчленнĕ. Кăнтăрла хыççăн хăрушлăхăн «сарă» шайне палăртнă. Сотовăй çыхăну операторĕсем урлă халăха вăйлă çил-тăвăл, шалкăм çумăр пуласси пирки асăрхаттарма тивнĕ. Çакă тӳрре тухнă — çил-тăвăл çав кун икĕ хумпа килсе çапнă. Çийĕнчен — витререн тăкнă пек çумăр, пăр...

Кăтартăвĕ хурлăхлă. Сакăр муниципалитет округĕнчи /Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш, Комсомольски, Шупашар, Сĕнтĕрвăрри тата Йĕпреç/ 71 ял-хулари 17,7 пин çын электричествăсăр юлнă. 49 йывăç, электролинисен 11 юпи тӳннĕ, икĕ теçетке ытла çурт сиенленнĕ. Çав шутра — социаллă икĕ об±ект. Елчĕк округĕнче райцентрти садик верандин тата Аслă Елчĕкри шкул столовăйĕн тăррисем сиенленнĕ. Александр Васильевич юсавçăсен бригадисем кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек ĕçленине çирĕплетрĕ. Тунтикунхи ир тĕлне электричествăсăр юлнă ялсене энерги парассине туллин тенĕ пек çĕнĕрен йĕркеленĕ.

Шел те, çанталăкпа сăлтавланнă çак лару-тăру пысăк хуйхă та кӳчĕ. Шăматкун каçхине Атăл çинче Амоксар утравĕнчен Шупашкар округĕнчи Атăл±ял тĕлĕнче юханшывăн сылтăм çыранне каçакан моторлă çăмăл кимĕ çаврăнса ӳкнĕ. 5 пассажирлăх кимĕре 10 çын, çав шутра 6 ача, пулнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, двигатель чăхăмлăнă — сӳнсе ларнă. Йывăр тиевлĕ кимĕ çил-тăвăла пула çĕкленнĕ пысăк хумсем çинче тытăнса тăрайман, çаврăнса ӳксе путнă. Çăлавçăсен, транспорт полицийĕн экипажĕсем вырăна тӳрех васканă, çав тăрăхра пулнă пулăçсемпе пĕрле 8 çынна тупнă. Вĕсенчен пĕри, 6 уйăхри ача, вилнĕ. Çĕрĕпе шыранă, анчах тата икĕ çынна — кимĕн 34-ри водителĕпе 8 çулти пассажира, тупайман. Александр Степанов кимĕри çынсен пĕр пайĕн кăна путасран сыхланмалли жилетсем пулнине çирĕплетрĕ. Çухалнă çынсене шырассипе çыхăннă ĕçсем малалла пыраççĕ.

Олег Николаев асăннă тĕслĕхре ачасен ашшĕ-амăшĕ çăмăлттай пулнине пайăррăн палăртрĕ. Ял-хулана электричество парса тăрассине çĕнĕрен хăвăрт йĕркеленĕшĕн энергетиксене, сеть компанийĕн юсав бригадисене тав турĕ.

Хăшĕсене укçа пани те усăсăр

Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче халăхăн социаллă ушкĕнĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçлени пирки строительство министрĕ Павел данилов сăмах илчĕ. Хваттерпе тивĕçтермелли черетсенче — 57 пин ытла çемье. Ку цифра çулталăк каяллахинчен чылай пĕчĕкрех — ун чухне списокра 61,1 пин çемье пулнă.

Павел Владимирович тăлăхсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăккине çирĕплетрĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен çурт-йĕрпе тивĕçтермелли йышĕ 1986 çынпа танлашнă. Пысăк пайĕн, 1376 çыннăн, хваттер илмелли право пур ĕнтĕ. Вĕсен ыйтăвне татса пама пĕтĕмпе 4 миллиард тенке яхăн кирлĕ. Кăçал 659 миллион тенкĕ уйăраççĕ — 315 тăлăха хваттерсемпе тивĕçтермелĕх. Министр çак укçапа усă курассине Пăрачкав, Тăвай, Комсомольски, Муркаш, Вăрнар округĕсенче, Шупашар хулинче кирлĕ пек йĕркелеменнине палăртрĕ.

Нумай ачаллă çемьесене хваттерсемпе тивĕçтересси аван пырать. Çавăн пекех Павел Данилов ипотека валли пĕр хут паракан тӳлев ăнăçлине çирĕплетрĕ. Кăçал çак тӳлев валли республика 252 миллион тенкĕ ытла уйăрать — 279 çемьешĕн хваттер туяннă чухне лайăх пулăшу пулĕ.

Çав вăхăтрах Павел Владимирович хăш-пĕр районта социаллă ушкăнсенчи çемьесене хваттерсемпе тивĕçтермелли контрактсене пурнăçлассине чӳк, раштав пуçламăшне хăварнине пăшăрханса палăртрĕ. Çĕнĕ çулччен нумаях та юлмасть те — контрактсене вăхăтра пурнăçласан та тивĕçлĕ документсене хатĕрлемешкĕн шутлă кунсем юлаççĕ, мĕн пур ыйтăва çулталăк вĕçлениччен татса параясси иккĕленӳллĕ...

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ тăлăхсене, нумай ачаллă мĕн пур çемьене çитес пилĕк çулта çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине тăрса ĕçлеме хистенине çирĕплетрĕ. Олег Николаев шучĕпе, çак тĕллеве пурнăçлас тесен строительство организацийĕсемпе те тачă çыхăну тытса ĕçлемелле — асăннă ушкăнсене кирлĕ хваттерсем тăвассине йĕркелемелле. Çийĕнчен муниципалитетсен ертӳлĕхне асăрхаттарчĕ: «Ăçта тухăçлă усă кураççĕ — укçана унта ярăпăр. Хăш-пĕр округ çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелеймест тĕк — вĕсене укçа пани те усăсăр».

Автотранспорт пассажирсене çухатать

Транспорт министрĕ Владимир Осипов пассажирсене илсе çӳрессине мĕнле йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕ. Общество автотранспорчĕпе çӳрекенсен йышĕ чакса пыни сисĕнет. Çакна министр çынсем хăйсем автомобильсем ытларах туяннипе, ялсенче пурăнакансен йышĕ чакнипе, коронавирус пандемийĕпе тата общество траспорчĕн хăтлăхĕ тивĕçтерменнипе сăлтавларĕ. Çавна май пĕлтĕр пассажирсен йышĕ 93 миллин \çынпа танлашнă. Çулталăк маларах ку йыш чылай пысăкрах пулнă — 105 миллион. Çак туртăм кăçал та палăрать: çулталăкăн пĕрремĕш çурринче — 31 миллион пассажир. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 40 миллион пулнă. Хуласенче электротранспортпа çул çӳрекен йышĕ вара самаях хушăннă.

Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕсене пĕрлештерсе республика шайĕнчи предприяти йĕркелени регион бюджетĕнчен укçа уйăрассипе те çыхăннă — çĕнĕ чылай троллейбус туяннă, техникăна çĕнетессине малалла тăсаççĕ. Шыв, чукун çул, сывлăш траспорчĕпе усă куракан нумайланса пынине палăртма кăмăллă. Сăмах май, Шупашкар аэропортĕнче реконструкци ĕçĕсем хĕрӳ тапхăрта. Министр палăртнă тăрăх, ĕçсем графикран 30-40 кун юларах пыраççĕ, çапах кăçал пĕтĕм ĕçе вĕçлемелле.

Пассажирсене илсе çӳрекен автотранспорт тенĕрен, унпа усă куракан чакнипе пĕрлех пăшăрхантаракан тепĕр самант та пур: тупăшсăррине кура перевозчиксем хăш-пĕр маршрут çине тухасшăн мар. Пĕтĕмпе 423 маршрут — пĕлтĕрхинчен икĕ теçетуке маршрут сахалрах, вĕсем çинче 23 перевозчик ĕçлет. Çак лару-тăрура, министр шучĕпе, пассажирсене илсе çӳрессине патшалăх енчен йĕркелекен тарифсем çинче никĕслени вырăнлă — перевозчиксен тупăшĕ пассажирсен шутĕнчен мар, рейссене пурнăçланинчен килĕ. Хăш-пĕр муниципалитетра çак йĕрке çине куçнă ĕнтĕ, вăл ыттисенче те вăя кĕмелле.

Кадрсем, сăра тата опыт шыравĕ

Канашлура çавăн пекех професси вĕренӳ организацийĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене ĕçе вырнаçтарас ыйтăва пăхса тухрĕç. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сăмахĕнче пăшăрхану сĕмĕ туйăнмарĕ: ĕнерхи студентсен пысăк пайĕ ĕçе вырнаçнă ĕнтĕ, тĕп йыш хамăр патри предприятисемпе организацисенче ĕç тупнă. Ку енĕпе ЧПУран, педуниверситетран, аграри университетĕнчен, Мускаври политехăн кунти филиалĕнчен вĕренсе тухнисем ĕçе вырнаçнин проценчĕсем пысăк. Вăтам професси вĕренӳ организацийĕсене илес тĕк — Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн, Çĕрпӳри аграри, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕсене, тĕп хулари Никольский ячĕллĕ колледжа пĕтернисем ĕçе ăнăçлă вырнаçаççĕ. Электричествăпа, электротехникăпа, строительствăпа çыхăннă çамрăк специалистсемшĕн ĕç тупас тĕлĕшпе чăрмавем çук. Çавăн пекех паян медицинăпа, пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннă специалистем, IT-специалистсем кирлĕ.

Оборона помышленноçĕн комплексне рабочисен специальноçĕсене илнĕ çынсем кирли пирки пайăр калаçу пулчĕ. Предприятисем 456 ваканси пуррине пĕлтернĕ. Вакансисен пĕр пайне тин вĕренсе тухнă 101 яшпа хĕр йышăннă. Çав вăхăтрах вĕсем йышăнма пултарайман 160 ваканси пур — унта 4-мĕш разрядран кая мар квалификациллĕ рабочисем ĕçлемелле. Вĕренӳ заведенийĕсем унашкал квалификаци параймаççĕ — ăна илме ĕç опычĕ кирлĕ. Çавăнпа министерство предприятисене çамрăксем вĕреннĕ вăхăтрах вĕсене ĕçе йышăнмалли майпа усă курма сĕнет. Вĕренсе пĕтернĕ çĕре вĕсен опыт пулĕ — хайхи квалификацие пама нимĕн те чăрмантармĕ.

Олег Николаев вара вĕренсе тухакан медиксем ĕçе вырнаçнипе кăсăкланчĕ. Министр ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллине, диплом илнĕ çамрăксем медучрежденисене кайнин проценчĕ пысăккине çирĕплетрĕ-ха, çаапах Олег Алексеевич ыйтăва куçран вĕçертме юраманни пирки пусăм тусах асăрхаттарчĕ: «Кăçал тата 41 ФАП тăватпăр. Анчах çав çуртсем хăйсем кăна нимĕн те памĕç — вĕсене ăста тата пĕлӳллĕ кадрсемпе тивĕçтермелле».

Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивальне йĕркелес ыйтусене пăхса тухрĕç. Фестиваль çурла уйăхĕн 12-19-мĕшĕсенче Шупашкарти Речниксен площадĕнче иртĕ. Унта çĕршыври сăра пĕçерекен 17 предприяти хутшăнĕ — кăпăклă шĕвекĕн чи лайăх сорчĕсене астивсе хаклама май пулĕ. Олег Николаев паян Раççей Правительстви енчен те хăмла тĕлĕшпе тилĕх пысăккине палăртрĕ — регионăн çакăнпа туллин усă курмалла, çĕршыври хăмла çитĕнтерес ĕçĕн компетенцисен центрĕ пулса тăмалла. Паллах, хăмла плантацийĕсен анлăлатса пымала. Ку енĕпе планем пысăк. Çĕршыв шайĕнчи сумлă пĕр инвестор, сăмахран, çитес çулах Сĕнтĕрвăрри округĕнче 30 гектар çинче хăмла лартма палăртать.

Канашлу Чăваш Ен делегацийĕ Атăлçи округĕнчи çамрăксен «iВолга» форумне хутшăннине пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Наталья Поздеева Чăваш Ен çамрăкĕсен форумри çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, çакнашкал форумсем çамрăксене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май панипе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вăл ку енĕпе малашне те хастар ĕçлеме сунчĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас