Çӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарӗç

28 Пуш, 2022

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Наци библиотекинче Çĕнĕ Кĕнеке Кунĕ иртет. Унта вулакансем çĕнĕ кĕнекесем тата журналсем çинчен пĕлĕç.

Çавăн пекех çыравçăсемпе пултарулăх тĕл пулăвĕсем тата литература презентацийĕсем пулĕç. Мероприяти программи анлă. Наука çинчен калакан чи лайăх кĕнекесене ăçта тупмаллине ăнлантарĕç. Владимир Васильев поэтпа Марина Ильичева композитор, юрăç «Как же красиво на Волга» тата «По душе мне весенние грезы» юрă пуххисен презентацине ирттерĕç. Михаил Глушаченков ӳнерçĕ тата иллюстратор Галина Белгалисăн, Алевтина Корочковăн, Алексей Хабаровăн хăш-пĕр кĕнекине ӳкерсе илемлетни çинчен калĕ. Çавăн пекех вулакансене «Семь поэтов» кĕнекен 2-мĕш кăларăмĕпе паллаштарĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас