Чÿречерен тухса ÿкесрен
Уçă чӳрече пĕчĕк ачашăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Хулара нумай хутлă çуртсенче пурăнакансен уйрăмах асăрхануллă пулмалла.
Инкекрен сыхланас тесен ЧР Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви çак йĕркене пăхăнма сĕнет:
- Ачасене пӳлĕмре хăйсем тĕллĕн хăвармалла мар.
- Ача-пăча пурăнакан килте чӳречене уçă хăвармалла мар.
- Ачасене чӳрече янахĕ çине хăпарма чармалла.
- Сĕтел-пукана чӳрече çывăхне вырнаçтармалла мар.
- Москит сеткине ан шанăр — вăл ачан йывăрăшне тӳсеймĕ.
— Ачана чӳрече мĕнле уçăлнине ан кăтартăр.
— Чӳречен хашакĕ çине çирĕрлетмелли ятарлă хатĕр е çăра вырнаçтарăр.
— Ачана балкон çине аслисемсĕр тухма ирĕк ан парăр.
Комментари хушас