Чиртен упранма вакцинаци пулăшать

7 Çурла, 2020

Кĕрхи эпидсезон çывхарса килнĕ май çурла уйăхĕнче вакцинаци тума пуçласси çинчен пĕлтерчĕç коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, республикăра пурăнакан чылай çынна грипран прививка тума палăртнă. Çак тĕллевпе организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсен списокĕсене хатĕрлеççĕ. «Организмăн иммун тытăмне çирĕплетни чир-чĕртен упрать», — терĕ вăл. Владимир Геннадьевич Васкавлă медпулăшу паракан больницăн Университет урамĕнчи уйрăмне коронавируспа чирлисене йышăнма пăрахнине, хулари 2-мĕш больница кулленхи йĕркепе ĕçлеме пуçланине пĕлтерчĕ. Коронавирусран сывалнисем санаторисемпе кăнтăрлахи стационарсенче реабилитаци тухаççĕ. Обсерватори яланхи йĕркепе ĕçлет, хальлĕхе унта пациентсем çук. Районсемпе хуласенче пурăнакансем ыйтнипе лаборатори ĕçченĕсем вырăнти больницăсенче анализ илме пуçлаççĕ, вĕсем валли ятарлă график туса хатĕрленĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Прокопьева каланă тăрăх, ку эрнере ОРВИпе чирлекенсен шучĕ 17 процент ӳснĕ, пневмонипе аптракан 244 çынна тупса палăртнă. «Улатăр хулинче, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр районĕсенче коронавируспа чирли уйрăмах нумай», — терĕ Елена Геннадьевна. Кӳкеçри, Атратьри интернатсене карантина хупнă. Унти лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ. Роспотребнадзор ĕçченĕсе ку эрнере Йӳçкассинчи тата Каршлăхри ветерансен çурчĕсене, Шомикри интерната тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсем тупса палăртнă. Вĕсем çавăн пекех 204 предприяти-организацире пулнă, 103 протокол çырнă, вĕсенчен 68-шне суда ярса панă.

www.hypar.ru Фото cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас