Чир-чĕртен сыхланасси пирки манас марччĕ

2 Ака, 2021

Правительство çуртĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, стационарта 756 çын сипленет, вĕсенчен 16-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. Килте 2084 çын медпулăшу илет. Кăçал 1000 ытла çын реабилитаци тухнă. Хальхи вăхăтра санаторисенче 208 çын сиплев курсĕ илет. Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна 41799 çын тутарнă.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вера Головач каланă тăрăх, коронавируспа Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче, Улатăрпа Пăрачкав, Шупашкарпа Красноармейски районĕсенче ытларах чирлеççĕ. Чир яланхи пекех 60 çултан иртнисене аптратать, çавăн пекех 30-50 çулсенчисен хушшинче те чирлекен сахал мар. Пневмониллисене 34 тĕслĕхе шута илнĕ. ОРВИ уйрăмах 3-6-ри ачасене нушалантарать.

Информполитика министрĕ Кристина Майнина каланă тăрăх, икĕ эрнере мобильлĕ ушкăнсем 4659 хут тĕрĕслеве тухнă, 56 çитменлĕх тупса палăртнă. 122 номерпе 1505 хут шăнкăравланă, 700 çын вакцинацие çырăннă.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас