Чӗлхене аталантарассишӗн пӗрле тӑрӑшмалла

16 Ака, 2022

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен "Чӗлхене упрани - халӑх пуласлӑхӗн никӗсӗ" регионсен шайӗнчи конференци уҫӑлчӗ.

Унӑн ӗҫне республика районӗсенчи тата Раҫҫейри пилӗк регионти шкулсенче ӗҫлекен педагогсем хутшӑнаҫҫӗ. Конференцие ЧР вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин уҫрӗ. Тӗп докладпа ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев тухса калаҫрӗ. Вӗрентекенсем конференцие чӑваш чӗлхипе литературне вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе калаҫма килнине пӗлтерчӗҫ.

"Ялсенче те, шел, ачасем вырӑсланса пыраҫҫӗ. Эпир йывӑр ҫак тапхӑрта чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, аталантарас тесе тӑрӑшатпӑр", - терӗҫ вӗсем.

Валентина БАГАДЕРОВА.
Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем.

www.hypar.ru 

Комментари хушас