"Чӗкеҫ" фестиваль: сцена ҫинче – якут театрӗ
Наци театрĕсен «Чĕкеç» фестивалĕн 6-мĕш кунĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине П.А.Ойунский ячĕллĕ Саха академи театрĕн артисчĕсем тухрĕç. Якутсем Василий Яковлев-Далан хайлавĕ тăрăх лартнă «Глухой Вилюй» драма кăтартрĕç.
Спектакльте якут халăхĕ пулса кайни пикрки каласа кăтартаççĕ. Вилюй айлăмне пырса тухнă темиçе йăх ĕмĕрсем хушши пĕр-пĕринпе çапăçса, пӗр-пӗрне вĕлерсе, пурлăхне туртса илсе пурăннă. Юншăн — юн! Çакăн пек тавăру чăнлăхĕпе пурăннă вĕсем. Анчах ырă усала çĕнтеретех: чылай ĕмĕр хыçа юлсан йăх пуçĕсем туслă пурăнмаллине ăнланса илнĕ. Çамрăксене кӳршĕсемпе тăванлашма, пĕр-пĕрне хӳтĕлеме вĕрентсе тата пил парса хăварнă. Çав самантран тĕрлĕ йăх пĕрлешсе çĕнĕ йăх — якут халăхне пуçарса янă.
«Чăвашсемпе якутсен йăх тымарĕсем пĕр кăкран ярăмланса тухнине пĕлетĕп, — терĕ Алевтина Степанова. — Апла пулин те икĕ халăхăн йăли-йĕрки урăхла. Паян сцена çинче якутсен кун-çулне сăнлакан йăласене курни питĕ тĕлĕнтерчĕ».
Якутсем спектакльте чуна пырса тивмелле выляса кăна мар мар, тараватлăхĕпе, ыр сунăмĕпе те халăха тĕлĕнтерчĕç. Антракт вăхăтĕнче мĕн пур куракана пӑлан какайĕпе, чир пулăпа тата кăмăспа сăйларĕç. Çавăн пекех вĕсен хушшинче кĕлетке-çурăма, ăш-чике чир-чĕртен, усал-тĕселтен тасатакан ăрăмçă та тупăнчĕ. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме ыйтса лаша çилхинчен явса тунă пăяв çине хăю та çыхтарчĕç.



















Комментари хушас