Чи лайăх халăх дружинникне палăртрĕç

30 Чÿк, 2018

Паян республикăри районсемпе хуласенче 400 ытла дружинник полицейскисене общество йĕркелĕхне сыхлама пулăшать.

Кăçал Чăваш Енре пĕрремĕш хут чи лайăх дружиннике палăртма конкурс йĕркелерĕç. Общество ĕçĕн хастарĕсем малтан район шайĕнче тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕсем вара республика ăмăртăвĕнче «чи лайăххи» ята тивĕçессишĕн тăрăшрĕç. Тупăшу питĕ хĕрÿ иртрĕ. Дружинниксен хăйсене пур енлĕн кăтартма тиврĕ. Вĕсем пăшалтан та печĕç, саккунсене пĕлнине кăтартрĕç, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пачĕç. Çавăн пекех халăх дружинникĕсен кĕлетке-çурăм пиçĕлĕхне те тĕрĕслерĕç. Çак пахалăхсем вĕсене общество ĕçне пурнăçланă чухне кирлĕ пуласси куçкĕрет.

Республика конкурсĕнче палăрнисене паян Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче чысларĕç. «Чи лайăх халăх дружинникĕ» ята Элĕк районĕнчи Эрик Ванифатьев çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Çĕрпÿ районĕнчи Григорий Григорьев тухрĕ, Вăрмар районĕнчи Александр Краснов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Вĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.

СĂМАХ МАЙ

«Чи лайăх халăх дружинникĕ» республика конкурсне Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви пуçарнă. Шухăша Чăваш Ен Пуçлăхĕ те ырласа йышăннă. Конкурса республикăра пĕрремĕш хут ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ — халăх дружинин ят-сумне çĕклесси.

www.hypar.ru

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас